Навигацин çулташсемлĕ тытăмĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Навигацин çулташсемлĕ тытăмĕ (ГНСС, акăл. Global Navigation Satellite System, GNSS) — Çĕр (типçĕр тата шывсем) çинчи, шыври тата сывлăшри (атмосферăри) объектсен, çавăн пекех космосра лутра орбитăпа вĕçекен аппаратсен географилле координачĕсене палăртакан тытăм. Çулташсемлĕ тытăмсем кунсăр пуçне тупса координатне палăртнă объектсен хăвăртлăхне те пĕлме май параççĕ. Вăхăтăн тĕллĕхлĕ пĕлтерĕшне пĕлме май пур. Кунашкал тытăмсем космосри хатĕрсенчен тата çĕр çинчи сегментран тăраççĕ.
2020-мĕш çул тĕлне Çĕр чăмăрĕн пĕтĕм çийне ярса илекен тата татти-сыпписĕр ĕçлекен навигацин çакăн пек çулташсемлĕ тытăмĕсем пулнă — GPS, ГЛОНАСС, «Бэйдоу»[1]. Ку малсăлтавсене туллин тивĕçтереймен тытăмсем вара — тем чухлĕ.