Хăвăртлăх
From Wikipedia, the free encyclopedia
Хăвăртлăх (час-часах паллăпа палăртаççĕ, акăл. velocity е фр. vitesse, чăн малтан лат. vēlōcitās пулнă) — векторла физикăлла кап, материлле пăнчă пек пăхма май пур ĕскер куçнăлăхĕ, суйласа илнĕ пуçлав тытăмĕпе танлаштаруллăн, еплерех темппа улшăннине палăртать; радиус-векторăн харпăр пăнчăри вăхăт тĕлĕшпе илнĕ тăхăмĕпе танлашать[1]. Ку сăмахпах скалярлă капа та (хăвăртлăх веторĕн модульне е пăнчăн алгебрăлла хăвăртлăхне, çак векторăн пăнчăри сĕртĕнкен йĕр çине ÿкнĕ проекцийĕскере) калаççĕ[2].