Никĕс (хими)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Никĕс — химире: протонпа е урăх япалалăхăн вакантлă орбиталĕпе ковалентлă çыхăну тума пултаракан химилле япалалăх[1]. Малтанхи курăмра Брёнстед никĕсĕ, иккĕмĕш курăмра Льюис никĕсĕ теççĕ.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Никĕс пăхăр.
Ансăртарах пĕлтерĕшпе никĕс тесе тĕп гидроксидсем текен кăткăс япалалăхсене калаççĕ, вĕсем диссоциациленнĕ чухне шыври ирĕлчĕксенче OH− гидроксид-ион текен анионсем çеç уйрăлаççĕ[2].
Никĕссен уйрăм тĕсĕ — сĕлтĕсем (сĕлтĕлле, сĕлтĕлле-çĕрле металсен тата ытти хăшпĕр элементсен гидроксичĕсем).
Никĕссемпе йӳçĕксем хушшинчи химилле реакцисене нейтрализаци реакцийĕсем теççĕ.