Хими
From Wikipedia, the free encyclopedia
Хими (арап. کيمياء сăмахран пуль теççĕ), — çутçанталăк çинчен вĕрентекен чи анлă, чи пĕлтерĕшлĕ ăславсенчен пĕри; хими элеменчĕсем тата вĕсен çыхăнăвĕсемпе тытăмĕ пирки, япалалăхсем хими реакцийĕсенче улшăнса теприне куçни тата çавăн чухне епле саккунсемпе йĕркевсем палăрни çинчен вĕрентекен ăслăх. Мĕнпур япалалăхсем атомсенчен тăраççĕ те лешсенчен, химилле çыхăнусем пуррине кура, молекулăсем майлашăнаççĕ. Хими вара çав молекула-атом шайĕнчи ыйтусене пăхса тухать. Урăхла каласан, хими элеменчĕсемпе вĕсен пĕрлешĕвĕсен шайĕнчине. Хими физикăпа, биологипе тачă çыхăннă, вĕсен хушшинчи чикĕсем те пĕлтерешлех мар тата малсăлтавлă[1]. Чикĕре тăракан ыйтусене квантлă хими, химилле физика, физикăлла хими, геохими, биохими тата ытти ăславсем пăхса тухаççĕ.