From Wikipedia, the free encyclopedia
Темтепĕр курни — пĕтĕмпех çупăрласа иртнĕ пулăм, кĕтмен чухне пулни е пурнăçри чĕрчĕк тĕслĕх, ăнсăртран пулнисен тата шутламан тĕслĕхсен умхыçлăхĕ; кĕтмен чăнлав, манăçми туни, хумхантаруллă çӳрев, кăсăклă хăтлану, çӳçентерекен пăтăрмах е савăклă авантюра.
«Темтепĕр курни» ăнлав, пачах иккĕленмесĕрех, литературăран (романсенчен) пулса тухнă. XII ĕмĕрĕн иккĕмĕш виçпайĕнче Францире романри ĕçе ятарлă aventure сăмахпа палăртма тытăннă. Чи малтанах, авалхи сюжетсемпе çырнă калавсенче, ăна, «шăпа пӳрни» шухăшлавĕнче ускурнă, пулас; çавăнпа та хăшчух (тĕслĕхрен, Берулĕн «Тристанĕнче») вăл, метонимилле, «ăраскалсăр тĕрт» тенине пĕлтерет. Кретьен де Труа тата çав ăрури урăх романçăсем çак сăмаха уйрăм шухăшлава çитернĕ; унпа, ытти хăтланусем касинче хăйĕн вырăнне тупнă (уйрăммăн «авантюра» пулмасть) тата «паттăра» çав тери тĕслĕх илмелле тăрăма çитерекен, хăтланусене палăртма тытăннă.
Пурне те шута илсен, çак сăмах этимологи енчен те (глаголăн пулас вăхăтĕнчен лат. advenire («пулкалать»)) хавхалантарать. [1]
Темтепĕр курни — чылай контекстсенче тата ситуацисенче çыраççĕ.
Тĕслĕхрен, вăл — калавсен, кăссайсен тата юмахсен, драмăсен тата спектакльсен палăртнă компоненчĕ; унпа кĕнекесен, фильмсен, мусăк хайлавĕсен тата компьютер вăййисен сюжечĕсенче тата фабулисенче усă кураççĕ.
Тепĕр курнипе çаплах пĕлӳ илни, спорт, туризм облаçĕсенче тата йăпанăçсен урăх формисенче ускураççĕ. Çакнашкал темтепĕр курни жанрĕн тĕслĕхĕсем:
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.