![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/4/48/Poezd-transsib.jpg/640px-Poezd-transsib.jpg&w=640&q=50)
Трансçĕпĕр магистралĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Трансçĕпĕр чукун çул магистралĕ (Трансси́б), Аслă Çĕпĕр Çулĕ (историлле ячĕ) — Еврази крнтиненчĕ витĕр пыракан чукун çул, Мускава Раççейĕн паллă тухăç-çĕпĕрпе инçет-тухăç промăçлăх хулисемпе çыхăнтарать. Магистраль тăсăлăвĕ 9288,2 км — тĕнчири чи вăрăм чукун çул.
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/4/48/Poezd-transsib.jpg/320px-Poezd-transsib.jpg)
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/6/6b/Prokudin-Gorskii-25.jpg/640px-Prokudin-Gorskii-25.jpg)
Çулăн чи çӳллĕ вырăнĕ — Яблоновый перевал (1019 м тинĕс шайĕнчен)[1]. 2002 çулта ăна пĕтĕмпех электрифиленĕ.
Транссиб ячĕпе магистралĕн тухăç енне çеç, Челепирен (Кăнтăр Урал) Владивостока çити, асăнма пулать. Унăн тăршшĕ — 7 пин км. Çак пайне ĕнтĕ 1891 - 1916 çулсенче хывнă.
Хальхи вăхăтра Трансси́б Европа пайне, Урала, Çĕпĕре тата Инçет Тухăçне, анлăрах каласан — анăç тата кăнтăр раççей порчĕсене, çаплах Европăна чукун çулпа тухмалли порчĕсене (Санкт-Петербург, Калининград, Новороссийск), пĕр енчен, лăпкă океан порчĕсемпе тата чукун çулпа Азие тухмалли порчĕсемпе (Владивосток, Находка, Ванино, Байкал Лешьен) шанăçлă çыхăнтарать. Уйрăм пĕлтерĕшлĕ, паллах, Екатеринбург транспорт çыхăвĕ шутланать - вăл Европăна Азипе çыхăнтарать, çакăнта кирлĕ мĕнпур пысăк транспорт тата логистика юхăвĕ Азирен Европăна тата тепĕр еннелле те (Расçей территорипе) пырать.