Çĕнĕ Çул (уяв)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Çĕнĕ Çул — Çĕр çинчи нумай халăхсен уявĕ. Ăна йĕркеллĕ календарь тăрăх кивĕ çулăн юлашки талăкĕ çитес çулăн пĕрремĕш талăкне куçнă самантра палăртса ирттереççĕ.
Хальхи Çĕнĕ Çул
Григорий календарĕ тăрăх
Çĕр çинчи нумай çĕршывсен çыннисем Çĕнĕ Çула кăрлачăн 1-мĕшĕнче савăнса уявлаççĕ.
Еврейсен Çĕнĕ Çулĕ
Тĕп статья: Рош Ха-Шана. Еврейсем Рош-Ха-Шана (ראש השנה) — (çул пуçĕ) Песах хыççăн 163 кун иртсен (авăн, 5 — юпа, 5 хушшинчи пĕр кунĕнче) уявлаççĕ. Çак вунă кун хушшиче каçару ыйтса кĕл тăваççĕ. Тепĕр вунă кунĕсене «тшува кунĕсем» («таврăнни» — Турă патне таврăнни ĕнтĕ) теççĕ. Вĕсене татах «каçару кунĕсем» е «хумхану кунĕсем» те теççĕ. Рош-Ха -Шана чухне çыннăн шăпи пĕр çул малалла палăрăнса çырăнать. Уявăн пĕрремĕш каçĕнче еврейсем пĕр-пĕрне çапла саламлаççĕ: «Пурнăç Кĕнекинче сирĕн лайăх çырăнмаллла пултăр!». Еврейсем ун чухне шурă тумтирсем тăхăнаççĕ. Уявланă чух халана е панулмие пыл пуçса çиеççĕ.
Китайсен Çĕнĕ Çулĕ
Китайра Çĕнĕ Çула хĕллехи уйăх çĕнелнĕ тĕле ирттереççĕ. Григориан календарĕпе çак кун кăрлач, 21пе нарăс, 21 хушшине лекет. Кашни çула 12 чĕрчунран пĕрипе тата 5 элементран пĕрипе çыхăнтараççĕ. Çĕнĕ Çулăн пĕрремĕш кунĕнче фейерверксене, тутлă шăршă çунтараççĕ. Фейерверксем усал (дух)сене хăратса хăваласа яраççĕ
Бахайсен Çĕнĕ Çулĕ
Бахайсен тĕнĕ йĕркипе Çĕнĕ Çула (Навруза) çуркуннехи каçпа кун танлашсан уявлаççĕ.
Бенгалсен Çĕнĕ Çулĕ
Remove ads
Чăвашсен Çĕнĕ Çулĕ
- Тĕплĕнрех Мăнкун статьяна вулăр.
Христос тĕнне йышиниччен чăвашсен Çĕнĕ Çулĕ Мăнкун уявĕнче пуçланнă. Вăл хальхи пуш уйăхĕн 25-мĕшне лекет. Сĕрен, вирĕм ирттерсе киле вут урлă сиксе тасалса килнĕ хыççăн пысăк уяв ирттернĕ. Хĕрлĕ çăмарта пĕçернĕ, чăкăт, пашалу-кулач, пăтă, кукăль хатĕрленĕ. Сăра кăларса ăратри тăвансемпе ĕçкĕ ирттернĕ.
Мăнкунра кунпа çĕр танлашнă хыççăн кун таршшĕ ӳсме, çĕр катăлма пуçланă.
Remove ads
Вырăссен Çĕнĕ Çулĕ

Пиротехникă

Çĕнĕ Çула уявланă чух тĕрлĕ тĕслĕ пиротехникă фейерверкĕсене çунтараççĕ: хлопушкăсене, бенгал çуртисене, пĕрре е нумай залпăллă салютсене, ракетăсене, рим çуртисене, петардăсене. Çаплах, пиротехникăна усă курнă чухне асăрхануллă пулмалла, уяв вăхăтĕнче çынсем вут-кăвайта кĕреççĕ, хăйсене амантаççĕ (ӳте пĕçертни, контузи, ал-урана сарăмсăр татăлтараççĕ), çавăнпа çĕнĕ çул каçĕ травмăллăх енчен çав тери йывăрри шутланать.
Remove ads
Тĕрлĕ çĕрсенчи йăласем
- Италире Çĕнĕ Çул умĕн кивĕ усăран тухнă япаласене кăларса пăрахаççĕ, Раштавра вара раштав пуленкине çунтарса яраççĕ.
- Японире Çĕнĕ Çул каçĕнче 108 хут чана çапаççĕ. Кашни чан сассийĕ пĕр çылăха лекет. Çылăхесен шучĕ улттă: çăткăнлăх, ухмахлăх, усаллăх, çăмăлтайлăх, хăюсăрлăх, ăмсанăлăх, çаплах кашнин 18 тĕрлĕ тĕсĕ пур, пурĕпе ĕнтĕ 108 чан çаппипе килĕшĕнет.
Çав. пекех
- Совет тапхăрĕнчи çĕнĕ çул саламĕсем
- Ирония судьбы, или С лёгким паром! (фильм)
- Раштав чăрăшки
- Çĕнçул чăрăшки
- Чăрăш ерешĕсем
- Халăха Çĕнĕ Çулпа саламлани
- Хĕл Мучи
Вуламалли
Каçăсем
![]() |
Çĕнĕ Çул (уяв) Викиампарта? |
---|
- Совет тапхăрĕнчи çĕнĕ çул саламĕсем 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- Уяв пуçланса кайни çинчен. Çĕнĕ Çул чăрăшĕ. Хĕл Мучи. 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads