Братислава

From Wikipedia, the free encyclopedia

Братислава
Remove ads

Братислава (словак. Bratislava (1919 ç. — Прешпорок е Пре́шпорек, Prešporok, Prešporek, ним. Pressburg, Пре́сбург, венг. Pozsony, По́жонь) — Тĕп Европăри Словакин тĕп хули. 1536 — 1784 çулсенче — Венгри тĕп хули.

Thumb
Братислава

Хула лаптăкĕ — 368 тв. çм.

Тавралăхĕ

Thumb
Братислава панорами.

Хула çĕрĕ икĕ ют — Австрипе Венгри çĕрне чикке çитет. Братиславăри Копчьян урамĕ юнашар австри Китзее ялĕнчи Прессбургерштрассе урамне куçать. 1936 çулчен Братиславăран Венăна хула трамвайĕ çинче çитмелле пулнă.

Братислава Танайăн икĕ çыранĕнче, Кĕçĕн Карпат ту умĕнче вырнаçнă. Хула çĕрĕ Австри чиккине тухать (раштав, 21 2007 Петржалка-Бергпа Яровце-Китзее чикĕ урлă каçăсем пулнă.) тата Венгрипе (раштав, 21, 2007 чикĕ урлă каçă Русовце-Райка ĕçленĕ) чикĕ тытать.

Remove ads

Климачĕ

Климачĕ — континентлă, çулти вăтам температура — 9,9 °C, çулти хĕвеллĕ кунсен вăтам вăхăчĕ — 1976,4 сехет, нӳрĕксен вăтам нӳрĕкĕ — 527,4 мм (1993). Кăрлачри вăтам температура — -1,5 °C, утăри вăтам температура — +21 °C. Хĕллехи тапхăрĕнче сивĕ те нӳрĕк çанталăк, юр выртать. Çусенче ăшă, часах кăра çиллĕ çанталăклă.

Халăхĕ

Хула халăхĕ 447 пине яхăн çын. 2001 çулхи халăх çыравĕпе кунта словаксем — 91,4 %, венгрсем — 3,8 %, чехсем — 1,9 %, нимĕçсем — 0,3 %, ыттисем — 2,6 %.

Тĕн енĕпе: католиксем — 56,7 %, атеистсем — 29,3 %, лютерансем 6 %, ыттисем — 4,7 %.

Администрациллĕ пайлану

Thumb
Михал турулĕ — Кивĕ Хула
Thumb
Кивĕ Хула
Подробнее Братислава пайĕсем, Район ...
Thumb
Кивĕ Ратуша
Remove ads

Истори

  • Пĕрремĕш пĕрмай пурăну вырăнĕ неолит тапхăрĕнче (линейно-ленточной керамики этеплĕхĕ) пулнă.
  • Пирĕн эрăччен 400пирĕн эрăччен 50кельтсен пурăну вырăнĕ, Буребиста ертсе пынă даксем ишĕлтернĕ.
  • пирĕн эрăччен 50 — герман йăхĕсем хальхи Братислава тĕлне çитни
  • пирĕн эрăччен 50 — рим легионĕсем пĕрремĕш хут Братислава территорине çитни
  • пирĕн эрăччен 70 — рим пурăну вырăнĕ Герулата
  • пирĕн эрăччен 1 — 5 ĕмĕрсем — Рим Империйĕн чикки Танай тăрăх пырать, нумай рим тата герман пурăну вырăнĕсем.
  • 375 — римсем çак территоринчен тухса каяççĕ.
  • V ĕмĕрславянсем килни.
  • 560 ç. — аварсем килни.
  • 623—658 çç. — Само кнеçлĕхĕ.
  • VIII ĕмĕрĕн вĕçĕ — 833 ç. — Нитран кнеçлĕхĕ.
  • 833—907 гг. — Мăн Моравин пайĕ.
  • 907 — Братиславăна пĕррремĕш хут хроникăра çырни (Brezalauspurc)
  • 907—1918Венгри пайĕ.
  • 1536—1784 çç. — (Будăна турккăсем ярса илсен) — Венгрин тĕп хули.
  • 1919—1939Чехословакин пайĕ; Братислава официаллă ята куçарни (унчен Prešporek/Pressburg/Pozsony).
  • 1939—1945 çулсенче столица Пĕрремĕш Словаки республикин тĕп хули, танай лешъен пайĕ (халĕ Братислава V районĕ Германи аннексиленĕ).
  • 1945—1992 çулсенче Чехословакин пайĕ.
  • 1993 çултанпа — Словакин тĕп хули.
Remove ads

Тăванлă хуласем

Братиславăра çуралнă:

  • Густав Фридрих Келети
  • Вольфганг фон Кемпелен
  • Игнатий Колиш
  • Рудольф Лабан
  • Марк Гучко
  • Филипп Эдуард Антон фон Ленард
  • Густав Гусак
  • Иоганн Андреас фон Зегнер
  • Антал Фабер
  • Виктор фон Херцфельд
  • Иоган Непомук Гуммель

Çавăн пекех пăхăр

  • Братислав Град
  • Девин
  • Словаки наци галерейи

Каçăсем


Подробнее Словаки хулисем ...
Remove ads
Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads