Çĕнĕ Шупашкар
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Çĕнĕ Шупашкар, — Чăваш республикин тĕп хулинчен — Шупашкартан 21 çухрăмра вырнаçнă çум-хула. Пĕтĕмпе хулара 126 пин çын пурăнать, хулан çĕр лаптăкĕ — 36,7 çм2. Хула патĕнче Шупашкар ГЭСĕ вырнаçнă.
Хула виççĕ района пайланать: Анăç, Кăнтăр тата Тухăç. Вĕсене пурĕпе 18 микрорайон кĕрет.
Remove ads
Хула кун-çулĕ

Çĕнĕ Шупашкара 1960 çулта хăпартма пуçланă. Çав вăхăтра пысăк хуласем çумĕнче çум-юлташ (спутник) туни анлă саралнă пулнă. Никĕсне хунă тапхăрта хула "Спутник" ятлă пулнă. Малтанах ăна пушă вырăнсенче çĕкленĕ, каярах хула территорине юнашар ял — Ельниково, Яндашево, Анаткасси, Чиканкасси тата ыттисем — çĕрĕсем те кĕрсе каяççĕ:
Хула çуралнă кунĕ — 1960 çулхи чӳкĕн 18-мĕшĕ. Çĕнĕ Шупашкар питĕ хăвăрт ӳснĕ. 1978 çулта халăх митингĕ çак пурăну лаптăкĕн пĕрремĕш миллион çм2 хывнине палăртнă, тепĕр пилĕк çултан хулара çĕр пиннĕмĕш çын çуралнă.
Хула вырăнĕнче пулнă ялсем
Remove ads
Хуçалăхĕ
- ОАО «Химпром»
- ХАП «ДюПон Химпром»
- Шупашкар ГЭСĕ
- Шупашкар пăрăх завочĕ
- МУП Çĕнĕ Шупашкар электро чĕнтĕрĕ
- МУП Çĕнĕ Шупашкар ăшă чĕнтĕрĕ
- Сăра пĕçерекен компани УАП «Сан ИнБев»
- УАП Мамăк тĕртекен фабрика «ПИКЕ»
- УАП «Çĕнĕ Шупашкар макарон фабрики»
- РГУП «Çĕнĕ Шупашкар çăкăр завочĕ»
- Асфальт-бетон завочĕ УАП «Дорисс»
- УАП «Комбинат напитков»
- УАП «Стройдеталь»
- УАП «ИСК»
Культура
Театрсем
- Чăваш патшалăх хăнăхтаруллă мим-театр «Çумăр»
Адресĕ: 41 ç., Совет урамĕ, Çĕнĕ Шупашкар
- Чăваш патшалăх хăнăхтаруллă драма театрĕ
Адресĕ: 27 ç., Совет урамĕ, Çĕнĕ Шупашкар
Хаçат-журнал
- «Грани» (хаçат) [3]
- «Спортивный вестник» (хаçат) [4]
- «К здоровью через культуру» (журнал) [5]
Тăванла хуласем
Паллă çынсем
- Григорьева Лидия Николаевна — спортсмен, çăмăл атлетика (10000 çм) ăсти.
- Юрзинов Владимир Владимирович (кĕçĕнни ) — совет хоккеисчĕ, раççей тренерĕ.
- Усанов Павел Анатольевич — раçсей музыканчĕ, «Любэ» ушкăнĕн бас-гитарисчĕ.
- Нестерова Алевтина Никитична — чăваш сăвăçи.
- Григорьев Денис — раççей музыканчĕ, рэпер.
Асăрхавсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads