Тутарсем

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Тутарсем (тăван ячĕ — тут. татар, tatar, нум. х. татарлар, tatarlar) — Раççейĕн европа пайĕн вăта облаçĕсенче, Атăлçире, Уралçумĕнче, Çĕпĕрте, Казахстанра, Вăтам Азире, Синьцзянра тата Инçет Тухăçра пурăнакан тĕрĕк халăхĕ.

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Тутарсем (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Краткие факты Тăван ячĕ, Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ ...

Раççейри тутар халăх йышĕ 5554,6 пин çын (2002 çулхи халăх çыравĕпе) — Раççейре пурăнан халăхăн 3,83 %[21]. Раççей Федерацинче йышĕпе иккĕмĕш вырăнта (вырăссем хыççăн). Виççĕ тĕп этнотерритори ушкăна: атăл-урал тутарĕсем, çĕпĕр тата аçтăрхан, хăш чухне поляк-литва тутарĕсене те палăртаççĕ, пайланаççĕ. Тутарсем Тутарстан Республикин çурринчен ытларах пайĕ (52,9 %, 2002 çулхи çыравпа[22]). Тутар чĕлхи алтай çемьинчи тĕрĕк ушкăнĕн кăпчак кĕçĕн ушкăнне кĕрекен чĕлхе, унăн виççĕ диалект: анăç (мишер), вăта (хусан-тутар) тата тухăç (çĕпĕр-тутар). Тутарсен ытларах пайĕ мăсăльман сунит тĕнне ӗненет, пӗчӗк пайĕ — кряшенсем — Православине ӗненеҫҫӗ.

Remove ads

Йăла

Тутар йăлине кĕнĕ кил-çурт — пураллă, урамран картишпе уйăрнă пӳрт. Пӳртĕн мал енне тĕрлĕ тĕслĕ ӳкерчĕксемпе илемлетнĕ. Аçтăрхан енчи тутарсен, ытларах енĕпе хирте пурăннă йăла юлнипе, çулла пурăнмашкăн юртăна усă курнă.

Çавăн пекех пăхăр

Вуламалли

Энциклопеди словарĕсем тата хыпар кĕнекисем

Асăрхавсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads