Çĕрпӳ уесĕ

From Wikipedia, the free encyclopedia

Çĕрпӳ уесĕ
Remove ads

Çĕрпӳ уесĕ, — Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ уес.

Çĕрпӳ уесĕ
Уес центрĕн гербĕ Кĕпĕрне гербĕ
Thumb
Уес центрĕн гербĕ
Thumb
Кĕпĕрне гербĕ
КĕпĕрнеХусан кĕпĕрни
ЦентрÇĕрпӳ
Йĕркеленĕ1781 çул
Пăрахăçланă1927 çул
Лаптăк3 044,9 çухрăм² (3 466 км²)
Пурăнан халăх164 284[1] (1897)
Thumb
Remove ads

Кун-çулĕ

Çĕрпӳ уесне 1781 çулта Хусан енпуçлăхĕ (1796 çултанпа — Хусан кĕпĕрни) йышĕнче туса хунă.

1920 çулхи çĕртмен 24-мĕшĕнче уесе анчах йĕркеленĕ Чăваш АО йышне кĕртнĕ. 1921 çулта уес йышĕнчен Патăръел уесĕ уйăрăлса тухнă. 1925 çулхи акан 21-мĕшĕнче Чăваш АССР йышĕнче.

1927 çулхи юпан 1-мĕшĕнче Çĕрпӳ уесне пăрахăçланă, унăн территоринче Çĕрпӳ районне йĕркеленĕ.

Вулăссем

1781 çул реформиччен Çĕрпӳ уеснĕнче çак вулăссем пулнă:

  • Çĕрпӳел вулăсĕ
  • Патăрел вулăсĕ
  • Упи вулăсĕ
  • Перремĕш Тукай вулăсĕ
  • Иккĕмĕш Тукай вулăсĕ
  • Кушкă вулăсĕ
  • Рункă вулăсĕ


1781 çул реформа хыççăн Çĕрпӳ уеснĕнче çак вулăссем пулнă:

  • Кавал вулăсĕ (Кавал ялĕнче)
  • Арапуç вулăсĕ
  • Вăрмар вулăсĕ
  • Воскресенск вулăсĕ
  • Мăрат вулăсĕ
  • Энĕшпуç вулăсĕ

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads