Çĕрпӳ районĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Çĕрпӳ районĕ, — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район).

Чăваш Енĕн варринчен çурçĕр еннерех вырнаçнă. Район администрацин центрĕ — Çĕрпӳ хули.
Remove ads
Тавралăхĕ

Район Чăваш Республикин çурçĕр-тухăç пайĕнче вырнаçнă. Çурçĕр тата çурçĕр-анăç енче Шупашкар, çурçĕр-тухăç енче — Сĕнтĕрвăрри, тухăç енче — Куславкка, кăнтăр-тухăç енче — Вăрмар, кăнтăр енче — Канаш, анăç енче — Красноармейски районĕсем вырнаçнă. Район территорин лаптăкĕ — 790,8 км².
Remove ads
Истори
Халăх йышĕ, район тытăмĕ
1999 çул пуçламăшĕ тĕлне районта 37,1 пин çын пурăннă. Вĕсенчен 11,2% (ку вăл 30%) — хула çыннисем, 25,9% (е 70%) — ял çыннисем. Пер тăваткал çухрăм çине вăтамран 47,5 çын килет. Ялсен шучĕ 138, вĕсенче вăтамран 202 çын пурăнать. 90% — чăвашсем.
Çутçанталăк

Çĕрпӳ районĕ Чăваш платойĕ çинче вырнаçнă. Тавралăхĕ сăртлă, çырмасемпе юханшывсем нумай. Çырмасен тарăнăшĕ 5-35 метр, тăршшĕ 10-12 çухрăм таран. Çĕр айĕнчи пурлăх енчен район чухăн. Торф вырăнĕсем пур (Çавалпа Ункă шывсен хĕррипе), ăна ял хуçăлăхĕнче çĕре пуянлатма усă кураççĕ. Антрак ялĕ патĕнче акшар кăлараççĕ. Асăннă вырăнсем пуçне районта тата 3 çĕртре кирпĕч тума юрăхлă тăм кăлараççĕ. Çĕрпӳ çывăхĕнчи тăма çĕç кирпĕч кăларма усă кураççĕ.
Район климачĕ вăтам контитентлă. Хĕлĕсем вăтăм та сивĕ, çĕвĕсем вăта, шăрăх. Кăрлач уйăхри вăтам температура -12,8°С, чи пĕчĕкки -46°С танлашать. Утă уйăхĕнчи вăтам температура — 18,8°С, чи шăрăх кун температура 38°С таран хăпарнă. Çулталăк хушшинче вăтамран 446 мм юр-çумăр çăвать.
Юханшывсене илес пулсан район тăрăх çаксем юхаççĕ: Мăн Çавал, Кĕçĕн Çавал, Ункă, Енĕш. Мăн Çавал район тăрăх 50 çухрăм тăршшĕпе юхать. Кĕçĕн Çавалăн районти тăршшĕ — 20 çухрăм. Юханшывсем ютларах юр шывĕпе тулаççĕ.
Районти тăпрасем ытларах енĕпе çерем-сахал кĕллĕ. Районăн анăç енче çавăн пекех çутă чакăр вăрман тăпри, тухăç енче вара ахаль тата тĕксĕм чакăр вăрман тăприсем тĕл пулаççĕ. Икĕ Çавал хушшинчи çĕрсем вара кĕллĕ хура тăпрасем шутланаççĕ.
Район çĕрĕсем ытларах енĕпе уйлă, сайра вырăнта çеç юманлăхсемпе хурăнлăхсем тĕл пулаççĕ. Çĕрпӳ районĕнче вăрмансем сахал, вĕсем пурĕ те 9,3% кăна йышăнаççĕ.
Remove ads
Администрациллĕ тытăмĕ
|
Çул-йĕр
Çĕрпӳ районĕ тăрăх автомобильпе чукун çулĕсем иртеççĕ. Чукун çул тăршшĕ 31 çухрăм, автомобиль çулĕсен — 310 çх. Автомобильпе чукун çулĕсен йышĕ Чăваш Енĕн вăтам кăтартăвĕпе танлаштарсан икĕ хут пысăкрах.
Çурçĕр-хĕвелтухăç енче Канаш-Шупашкар чукун çулĕ иртет. Район урлă федераллă шайри автомобиль çулĕсем те иртеççĕ: Чулхула-Хусан; Çĕрпӳ-Чĕмпĕр-Сызрань. Çавăн пекех район урлă республика шайĕнчи Йошкар-Ола-Çĕрпӳ, Сĕнтĕрвăрри-Çĕрпӳ, Çĕрпӳ-Красноармейски çулсем те иртеççĕ.
Remove ads
Паллă çынсем
- Иванова Олимпиада Владимировна, - Олимп вăййисен чемпионĕ, СССР тава тивĕçлĕ спорт асти.
- Ефимова Серафима Мироновна, — СССР тава тивĕçлĕ чăваш радисчĕ.
- Котлеев Виталий Иванович, — чăваш чĕлхи тĕпчевçи.
- Лебедева Елена Алексеевна, — чĕлхе тĕпчевçи.
- Львов Петр Константинович, — çыравçă.
- Петров Василий Петрович, — çыравçă.
- Ĕçхĕл Аркадий Александрович, - çыравçă.
Çав. пекех
Вуламалли
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads