Александров Алексей Николаевич
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Алексей Николаевич Александров (25.10.1939, Ураскасси ялĕ, Тăвай районĕ, Чăваш АССР — 27.7.2021, Мускав, РФ) — юстици полковникĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ юрисчĕ. Мувкаври чăваш ентешлĕхĕн ертӳçисенчен пĕри[1].
Remove ads
Биографи
1939 çулхи юпан 25-мĕшĕнче Чăваш Енри Тăвай районĕн Ураскасси ялĕнче çуралнă.
1965 çулта Сарăтури юридици институтĕнче вĕренсе тухнă. Калининград облаçĕн прокуратуринче ĕçе пикеннĕ. Кайран Балти флочĕн прокуратурине куçнă.
ССРП тата РФ Тĕп вăрçă прокуратуринче вăй хунă; прокурор, организаци-методика уйрăмĕн пуçлăхĕ вырăнĕнче тăрăшнă.
1991–92 çулсенче – ССРП Тĕп вăрçă прокуратурин пулăшаканĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.
2021 çулхи утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче Мускавра çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
Remove ads
Ĕçĕсем
Криминалистикăпа 20 ытла ăслăх ĕçне çырса кăларнă. «Расследование цареубийства. Секретные документы» (М., 1993) истори докуменчĕсен кĕнекине çыракансен пĕр авторĕ.
Чыслани
- РСФСР тава тивĕçлĕ юрисчĕ (1987)
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads