Тăвай районĕ

From Wikipedia, the free encyclopedia

Тăвай районĕmap
Remove ads

Тăвай районĕЧăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район).

Краткие факты Патшалăх, Статус ...
Thumb
Тăвай районĕ

Чăваш Енĕн тухăçĕнче вырнаçнă. 1935 çулхи кăрлачăн 9 туса хунă. Çурçĕр енче Вăрмар районĕ, хĕвеланăç енчĕ Канаш районĕ, кăнтăрпа хĕвелтухăç енче Тутарстанпа юнашар вырнаçнă. Лаптăкĕ 524,4 км2 танлашать. Район администрациĕ Тăвай ялĕнче вырнаçнă.

Remove ads

Çутçанталăк

Тăвай районĕ Чăваш плато тăрăхĕнче вырнаçнă. Вырăнĕсем сăртлă, çырмасем пит нумай.

Çĕр айĕнчи пурлăхсем йышĕнче çурт хăпартмаллисем кăна. Кунта кирпĕч чĕр таварĕ, карбонад породисем кĕреççĕ. Кирпĕч валли усă куракан тăма кăларас икĕ вырăнтан пĕрринпе кăна, Тăвай патĕнче вырнаçнăскерне, усă кураççĕ.

Ку тăрăхра вăтам климат, хĕлĕсем сивĕ, çăвĕсем ăшă. Кăрлачăн вăтам температури -13°С, утă уйăхĕн — 18,7°С танлашать. Чи сивĕ палăртнă температура — -42°С, чи ăшши — 37°С. Çул хушшинче вăтамран 490 мм юр-çумăр ӳкет. Ытларах енĕпе юр-çумăр ăшă тапхăрта çăвать.

Remove ads

Администрациллĕ пайлану

Халăх йышĕ

1999 çул пуçламăшĕнче районта 19,3 пин çын пурăннă. Ку районта çынсем питĕ йышлă пурăнаççĕ. 1км 2 çине 38 çын килет. Районта пĕтĕмпе 31 ял, вĕсенче вăтамран 655 çын пурăнать. Çынсен шучĕнчен 90% ытла чăвашсем.

Паллă çынсем

Remove ads

Экономика

Тӑвай районӗн экономикин тӗп никӗсӗнче — лайӑх аталаннӑ ял хуҫалӑхӗ. Унта выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси те, ӳсен-тӑран ӳстересси те пӗр тан аталаннӑ. Аш-какай отраслӗнче – выльӑх-чӗрлӗхе сӗт-ҫу туса илме ӗрчетеҫҫӗ, аш-какай туса илме сысна ӗрчетеҫҫӗ; вӗсемпе пӗр тытӑм пулса тырӑ, ҫӗр улми, пахча ҫимӗҫ, хӑмла туса илесси вӑйлӑ аталаннӑ. Ял хуҫалӑх культурисене вырса илессин тухӑҫлӑхӗпе выльӑх-чӗрлӗх продукцине туса илессин калӑпӑшӗ ҫулсерен пӗрешкел мар. Республика фондне район тӗш тырӑ, ҫӗр улми, сӗт, аш-какай парать.

Тӑвай районӗнчи промышленность ял хуҫалӑх техникине юсакан, кирпӗч кӑларакан, сӗт тирпейлекен предприятисенчен тӑрать, ҫавӑн пекех ҫӑкӑр пӗҫерекен хуҫалӑхсем, ҫӗвӗ цехӗсем те пур. Мӗнпур промышленность Тӑвайра вырнаҫнӑ.

Remove ads

Транспорт

Районта тиев тата пассажирсене турттармалли автомобиль транспорчӗ аталаннӑ. Хытӑ автомобиль ҫулӗсен районти пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 100 ҫухрӑмран та иртет. Автомобиль системин никӗсне «Вӑрмар–Тӑвай–Канаш» автоҫул, ҫавӑн пекех вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫулсем йӗркелеҫҫӗ. Республикӑри ытти районсемпе ҫыхӑну Канаш, Вӑрмар, Энӗшпуҫ урлӑ пурнӑҫланать.

Çав. пекех

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads