Кăлкан Александр Дмитриевич

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Кăлкан Александр Дмитриевич (паспортпа: Антонов, 1911, раштав, 25, Çĕн Мертлĕ ялĕ, Пăва районĕ, Тутар АССР — 1988, чӳк, 19, Шупашкар) — сăвăç, драматург, тăлмач.

Краткие факты Çуралнă чухнехи ят:, Çуралнă вăхăт: ...

1940 çултанпа СССР ÇП пайташĕ. 1945 çулта Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ ятне тивĕçнĕ. «Хисем палли» орденне тивĕçнĕ.

Remove ads

Пурнăçĕ

1911 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче Тутарстанăн Пăва районĕнчи Çĕн Мертлĕ ялĕнче çуралнă.

Хусанти Чăваш педагогика техникумĕнче тата педагогика институтĕнче, Мускаври литература аслă курсĕнче пĕлӳ илнĕ. Ачасене шкулта вĕрентнĕ.

Шупашкара килсен, 1935 çулта çыравçăсен пĕрлешĕвĕнче ĕçлеме пуçланă. «Хатĕр пул» журналăн редакторĕ пулнă. «Пионер сасси» хаçат редакциĕнче ĕçленĕ. Ӳнер управлениĕнче вăй хунă.


1988 çулхи чӳк уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Remove ads

Ĕçĕсем

Вăл сăвăсем, юптарусем, пьесăсем çырнă. «Алим», «Анисса», «Авлантарчĕç», «Маргарита тавăрать» тата ытти пьесăсен пĕлтерĕшĕ халĕ те чакман.

Александр Калкан çавăн пекех нумай куçарнă. Çав шутра В. Шекспир, А. Островский, Н. Гоголь, Н. Погодин тата ыттисен пьесисем те пур.

Пичетленсе тухнă кĕнекесем:

  • «Аниса» (1936);
  • «Хаклă парне» (1951);
  • «Сар Иван» (1956, 1959);
  • «Юптарусем» (1959).

Вырăсла тухнă кĕнекесем:

  • «Басни» (Юптарусем, 1966);
  • «Лето красное» (Хитре çу);
Remove ads

Асăнмалăх

  • Александр Кăлкан çуралнăранпа 100 çул тултарнине палăртса ирттернĕ класс тулашĕнчи ĕçĕн сценарииĕ[1]

Вуламалли

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads