Асамат (Элĕк районĕ)

From Wikipedia, the free encyclopedia

Асамат (Элĕк районĕ)map
Remove ads

Асамат, Çĕнушкăнь, Çĕньял — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял, Элĕк ял тăрăхĕнче шутланать. Элĕкрен хĕвеланăçнелле 1 çухрăмра вырнаçнă.

Краткие факты
Remove ads

Ял тытăмĕ, халăх йышĕ

Асамат ялĕнче 188 çын (2006) пурăнать. Ялта икĕ урам: Вăрман тата Пролетарски. 2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 188 çын, çав шутра 95 арçын, 93 хĕрарăм пурăннă[1].

Иртнĕ ĕмĕрсенче

1859 çул тĕлне ялта 29 кил 162 çын, 1897 çул тĕлне — 212 çын, 1907 — 222 çын, 1926 çул тĕлне 54 килте 257 çын пурăннă.

Кун-çулĕ

1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштавăн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.

Ялти ватăсем çапла ăнлантарса параççĕ:

"Чи малтан Кив çурт текен вырăна Асамат ятлă çын пынă. Вăл пĕчченех хăйне валли кил çурт çавăрнă, çавăнтах пурăнма пуçланă. Кайран, вăрăсем килсен, çак çын халь ял вырнаçнă еннелле тарса килсе хăйне валли каллех кил-çурт çавăрнă. Анчах унăн пĕччен пурнăçĕ нумаях пыман. Вăрăсенчен тарса пынă çынсем те çак вырăна çуртсем çавăрма тытăннă, çапла вара ял пуçланса кайнă.

Remove ads

Этимологи

Ял ячĕ Асамат çын ятĕнчен пулса кайнă, арап чĕлхинчен кĕнĕ.

Паллă çынсем

  • Максимов Герман Максимович - Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ геологĕ.
  • Андреев Николай Фёдорович, — ЧР тава тивĕçлĕ экономисчĕ (2008).

Вуламалли

  • Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
  • В. К. Магницкий, "Чувашские языческие имена".

Каçăсем

Асăрхамалли

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads