Афанасьев Егор Афанасьевич
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Афанасьев Егор Афанасьевич (1922, юпа, 2, Хорнсор Мучикасси (халĕ Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Хорнсор) ялĕ, Элĕк вулăсĕ, Етĕрне уесĕ, Чăваш АО — 1980, утă, 26, Сĕнтĕрвăрри, Чăваш АССР) — чăваш сăвăçи, драматургĕ, прозăçи, юмахçă.

Remove ads
Биографи
1922 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче Етĕрне уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Элĕк районĕ) Хорнсор Мучикасси (халĕ Хорнсор) ялĕнче çуралнă.
Етĕрнери педагогика училищине вĕренсе пĕтернĕ. Ачасене шкулта вĕрентнĕ. Çĕмĕрле районĕнчи «Малалла» тата Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Ленин ялавĕ» хаçатсенче вăй хунă. «Ялав» журнал редакциĕнче литература ĕçченĕ пулнă.
1980 çулхи утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче вилнĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
- Афанасьев, Егор Афанасьевич. Ĕшнери ёлка: юмах / Е. А. Афанасьев. - Шупашкар, 1954. - 16 с.(ĕçлемен каçă)
- Афанасьев, Егор Афанасьевич. Кентти: сăвăсем / Егор Афанасьев. - Шупашкар, 1972. - 64 с.(ĕçлемен каçă)
- Афанасьев, Егор Афанасьевич. Кентти ӳсет: шкул çулне çитмен ачасем валли çырнă сăвăсем / Е. А. Афанасьев, 1966. - 36 с.
- Афанасьев, Егор Афанасьевич. Пирĕн ял ачисем: сăвăсемпе поэмăсем / Е. А. Афанасьев. - Шупашкар, 1965. - 39 с.(ĕçлемен каçă)
- Афанасьев, Егор Афанасьевич. Çи, шăнкăрч: кĕçĕн çулхи ачасем валли çырнă сăвăсем / Е. А. Афанасьев, 1964. - 47 с.
Унăн Г. Тереньтевпа пĕрле çырнă «Выигрыш» пьесине Чăваш драма театрĕнче лартнă.
Remove ads
Вуламалли
- Афанасьев, Е. [Ача-пăча сăввисем] / Е. Афанасьев // Тăван Атăл. – 2012. – № 10. – Прил.: с. 37-38. – (Автор çинчен калани пур).
- Афанасьев Егор Афанасьевич // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 36.
- Афанасьев, П. Афанасьев Егор Афанасьевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 45.
- Ефимов, Л. А. Афанасьев Егор Афанасьевич / Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия = Элĕк энциклопедийĕ. – Чебоксары, 2009. – С. 82.
- Станьял, В. П. Афанасьев Егор Афанасьевич / В. П. Станьял // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 155.
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads