Пурхи Ахван

From Wikipedia, the free encyclopedia

Пурхи Ахван
Remove ads

Пурхи Ахван (паспорчĕпе Афанасьев Порфирий Васильевич, 1942 çулхи нарăс, 20, Çĕнĕ Йĕлмел ялĕ, Тутар АССР, Çарăмсан районĕ çуралнă) — чăваш прозăçи, сăвăçи, драматургĕ, тăлмачĕ.

Краткие факты Çуралнă вăхăт:, Çуралнă вырăн: ...

СССР ÇП пайташĕ (1977), Çеçпĕл ячĕллĕ преми лауреачĕ (1982), Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1992), Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ (2001), Ф. Карим ячĕллĕ премии лауреачĕ (1998), И.Я. Яковлев ячĕллĕ премии лауреачĕ (2002), Трубина Марфи ячĕллĕ преми лауреачĕ. Пĕтĕм тĕнчери тĕнче халăхĕсен ăс-тăнлăх академин пайташĕ.

Remove ads

Пурнăçĕ

1942 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче Тутарстанăн Çарăмсан районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче çуралнă.

1964 çулта Хусанти педагогика институтĕнче, 1976 çулта ССКП ТК çумĕнчи партин Аслă шкулĕнчи журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухнă.

Шкулта ачасене вĕрентнĕ, Çарăмсан район хаçачĕн редактор çумĕ пулнă. 1967 çулта Шупашкара куçса килнĕ. «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн (1967-1974, 1976-1977) редакцисенче ĕçленĕ. Хатĕр пул журналăн редакторĕ, Чăваш Енĕн ÇП правленин председателĕ (1986-1990), Чăваш Радиовĕн тата Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ пулса ĕçленĕ. Чăваш Республикин Пичетпе информаци политики министрĕн çумĕнче вăй хунă.

Чăваш Енĕн професиллĕ çыравçăсен пĕрлешĕвĕн правлени председателĕ çумĕ вырăнĕнче тăрăшнă.

Remove ads

Пултарулăхĕ

Вильям Шекспирăн «Виндзорские проказницы» комедине, Л. Леоновăн «Нашествие» тата В. Распутинăн «Деньги для Марии» пьесисене чăвашла куçарнă. Ку авторсемсĕр ытти çыравçăсен ĕçĕсене те чăвашла куçарнă.

«Сан ятупа» (1986) сăвăллă трагедие Чăваш драма театрĕнче лартнă. Унăн «Пырса курăр хăнана», «Кĕрхи туслăх» тата ытти сăввисенчен юрă кĕвĕленĕ.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Çарăмсан кĕввисем» (1975)
  • «Вучах» (1978)
  • «Чун çути» (1980)
  • «Пурăн юрату!» (1985)
  • «Хĕвел хапхи» (1988)
  • «Чирмешәннән бер йотым су» (Çарăмсан сыпкăм шывĕ) (1990, тутар чĕлхипе)
  • «Тав» (1999)
Remove ads

Чысланисем

Вуламалли

  • Афанасьев, П. В. Дари добро : народный поэт Чувашии = Çынна ырă ту : чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев / [П. В. Афанасьев ; сост. серии и авт. предисл.] Н. Григорьев ; [пер. В. Овчарова и др.]. – Чебоксары : [Новое Время], 2011. – 357 с. 2016 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
  • Кузьмина, И. Ентешĕсен хисепĕ / И. Кузьмина // Тăван Атăл. – 2012. – № 12. – С. 109-111.
  • Афанасьев Порфирий Васильевич // Чуваши Татарстана = Тутарстан чăвашĕсем : [кн.-альбом]. – Чебоксары, 2006. – C. 490.
  • Афанасьев Порфирий Васильевич // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 36-37.
  • Афанасьев, П. Афанасьев Порфирий Васильевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 46-48.
  • Никитин, В. П. Афанасьев Порфирий Васильевич / В. П. Никитин // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 156-157.
Remove ads

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads