Байкал-Амур магистралĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Шаблон:UKrail-header2
|

Трансçĕпĕр магистралĕ:
хальхи утăм тата истори утăмĕ,
Байкал-Амур магистралĕ — симĕс сăрăпа
хальхи утăм тата истори утăмĕ,
Байкал-Амур магистралĕ — симĕс сăрăпа
Байка́л-Аму́р магистра́лĕ (БАМ) — Тухăç Çĕпĕрпе Инçет Тухăçăн чукун çулĕ.[1]
Remove ads
Чукун çул магистралĕ
Çул вăрăммăшĕ — 4287 çм. Транс Çĕпĕр магистралĕнчен Тайшетра БАМ-ран уйрăлса çурçĕртерех пырать, Ангара урлă Братскра каçать, Ленăна Усть-Кут патĕнче каçать, Северобайкальск витĕр тухса Байкала çурçер енчен иртет, кайран Тындăна çитет, Амур урлă Комсомольск-Амур-çинчи хулара каçса Лăпкă океана Совет Гаванĕнче çитет. Алдан — Томмот турачĕ (Томмот — Кердем йĕрне тăваççĕ) тата тума чарса лартнă Улак — Эльга (Эльга çĕрай упранăвĕ патнелле).
Магистралĕн трасси ытларах сăртлă вырăнпа, çав шутра Становое нагорье урлă, çиччĕ ту хысакне касса, каять. Çул çинчи чи çӳлли — Мурура перевалĕ[2] (1316,93 метр тинĕс шайĕнчен); çак перевалăн чăнкăрах тайлăкне иккĕ хăватлă туртăмпа хăпармалла, пуйăссен йывăрăшне чаракламалла пулать[3]. Трасса çинче вуннă тоннель шăтарса тунă, вĕсем хушшинче — Раççейре чи вăрăмми Çурçĕр Муй тоннелĕ.
Çул трасси 11 пысăк юханшыва каçать, çул тăршшипе 2230 пысăк та пĕчĕк кĕпер туса лартнă. Магистраль çинче 200 ытла чукун çул чарăнăвĕпе разъезд, 60 ытла хулапа паççулкă.
Магистралĕн анăç пайĕ (Таксимо чарăнăвне çити) электрифициленĕ, тухăç еннелле куçăм тепловус туртăмĕпе пырать[4].
Remove ads
БАМ кун-çулĕ
Кăсăк фактсем
Асăрхавсем
Çавăн пекех
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads