Брянск

Раççей хули From Wikipedia, the free encyclopedia

Брянскmap
Remove ads

БрянскРаççей хули облаç пĕлтерĕвпе, Брянск районĕн те Брянск облаçĕн администрациллĕ центрĕ. Брянск хули муниципаллă йĕркеленĕвне хула округĕ статуспе йĕркеленеть[3].

Краткие факты

Вăта вырăс сăртлăхĕнче, Деснан (унăн Болвара та Снежетьре юхни вырăнĕнче) çырăнĕсенче вырнаçнă. Халăх: 375 669 çын[4].

2010 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Дмитрий Медведев РФ президенчĕн указĕпе Брянска "Хула çар чыславĕпе" ятне панă.[5].

Хула пуçлăхĕ — Дбар Марина Валентиновна (26-мĕш авăн уйăхĕн 2019 çултан).

Remove ads

Этимологи

1146 çулхи Брянска (Дебрянск пекех) пĕрремĕш хут Ипатьев çулçырвĕнче асăнаççĕ[6]. Хула ячĕ авалхи вырăсла Дьбряньскъ сăмахран пулчĕ, Дьбряньскъ дьбрь сăмахран пулчĕ. Авалхи вырăс сăмахĕ дьбрь/дебрь ту тайлăмĕ, ту хушăкĕ, канав, айлăм пĕлтерет[7][8][9][10][11].

Кунçул

Thumb
Петров тăвĕ çине курав

Брянскăн тĕрĕс никĕсленĕ вăхăт пĕлмен, анчах археологи даннăйĕсемпе вăл 985 çулта никĕсленĕ. 1709 çулта Киев кĕпĕрнин тытăмĕнче кĕнĕ, 1727 çулта Белгород кĕпĕрнинче панă. 1920—1929 Брянск кĕпĕрнин центрĕ пулнă[12], 1930 çултан Анăç облаçĕн тытăмĕнче.

1941 ҫулхи юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче нимĕç çарĕсем хулана оккупациленĕ. 1943 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче совет çарĕсемпе ирĕкленĕ. Халĕ те çак кун Хула кунĕ пекех уявлать.

1944 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Брянск облаçĕ йĕркеленĕ. Брянск унăн администрациллĕ центр йышăннă.

Thumb
Ăстуни Брянск монети
Remove ads

Халăх

  • 2002 — 431 526 çын[13]
  • 2010 — 415 721 çын[14]
  • 2023 — 375 669 çын[4]

Администрациллĕ пайлану

Брянск 4 хула районĕ çине пайланать[15][16]:

  • Бежица районĕ (Радица-Крыловка хеп)
  • Володар районĕ (Мăн Полпино хеп)
  • Совет районĕ
  • Фокин районĕ (Шурă Çырăнсем хеп)

Физика географийĕ

Брянск мускаври сехет зонинче (мускав вăхăчĕ). UTC çинчен калакан вăхăта танлаштарни +3:00 танлашать[17]. Континент климачĕ. Хĕл вăйлă сивĕсенчен пуçласа вăрăм ăшăччен пулать, çу нӳрлĕ те ăшă, анчах вăйлă шăрăх сайра пулать.

Транспорт

Брянск-пысăк чугун çул тĕвви: Мускав, Киев, Харьков, Гомель, Смоленск, Орел тата Вязьма хулисенче çулсем каяççĕ. Хулара чугун çул вокзалĕсем вырнаçнă: Брянск-Орел тата Брянск-Льгов (Брянск-I тата Брянск-II), Орджоникидзеград станцийĕ. 2013 çулхи Пуш, 26 Мускав-Брянск пуйăсĕ пуçласа кайнă. Хуларан 14 çухрăмра Брянск хулин пĕтĕм тĕнчери аэропорчĕ вырнаçнă. Брянск урлă "Дружба" нефть пăрăхĕ, Дашава-Мускав, Шебелинка-Мускав газ пăрăхĕсем выртаççĕ.

Remove ads

Асăрхавсем

Вуламалли

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads