Брянск облаҫӗ

From Wikipedia, the free encyclopedia

Брянск облаҫӗ
Remove ads

Брянск облаçĕ (выр. Брянская область) — Раççей Федерацийĕн субъечĕ, Вăта федераци тăрăхĕнче кĕрет. Мускавран кăнтăр-анăçран вырнаçнă. Облаç центрĕБрянск.

Краткие факты Тĕп хули, Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе - шыв пайĕн %. ...

Брянск облаçĕ çурçĕрте Смоленскпе, çурçĕр-тухăçра — Калугапа, тухăçра — Орĕлпа, кăнтăр-тухăçра — Курск облаçĕсемпе чикĕленет те Украинăн кăнтăрта — Сумыпа Чернигов облаçĕсемпе те Беларуçăн анăçра — Могилёвпа Гомель облаçĕсемпе те юнашар.

Ленин орденĕпе те чысланă (1967).

Remove ads

Тавралăх

Географи

Тĕп статья: Брянск облаçĕн географийĕ

Брянск облаçĕ Тухăç-Европа тӳремлĕхĕн анăç пайĕнче вырнаçнă, та Деснапа Ока юханшывĕсем бассейнĕсен хушшинчи тарать.

Чи аякри географи вырăнĕсем: çурçĕр 54°02′ ç. ш., кăнтăр 51°50′35″ ç. ш., анăç 31°14′30″ т. д., тухăç 35°19′42″ т. д.

Thumb
Полесье Гордеевка районĕнче

Климат

Климат вăта континенталлă. Вар температура кăрлач уйăхĕнче −7…−9 °C , вар температура утă уйăхĕнче +18...+20 °C.

Облаçăн пысăк пайĕ ку вăрмансем (1/4 вăтăралла). Вăрмансем питĕ тĕрлĕ: лăсă, хутăш та сарлака çулçăллă вăрманĕсем.

Усăллă çĕр айĕнчесем: пессук, тăм, пурă, мергель, фосфоритсем тата ытти тунишĕн материалсем.

Экологи проблемисем

1986 ҫулхи ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чернобыль инкекĕ пула Брянск облаçĕн пайĕ вараланчăк нумай пурăннă радионуклидсемпе[2]. 1999 çулта ытларах 5 кюри/çм2 территори çине 226 пин çын пурăннă (ку облаçăн 16 % халăхĕ).

2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен отчуждени зони пăрахăç кăларнă[3].

Remove ads

Истори

Тĕп статья: Брянск облаçĕн историйĕ
Thumb
Раççейĕн Почта марки, 2010 çул

Брянск облаçĕн территорийĕ çине чи авалхи палеолитри тăрăвĕсем Хотылёво 1, Коршево I, Коршево II, Бетово (вар палеолит[4]), Хотылёво 2 те Хотылёво 6 (вĕсем Граветт культурине кĕреççĕ (25 пин ç. к.). Судость юханшывĕн сылтăм çырăнĕнче, Елисеевичи ялĕ юнашар çулти палеолит тапхăрĕн тăрăвĕ те пур — Елисеевичи II (23 — 21 пин çул каялла)[5].

Брянск енĕн территорийĕнче авалтанпа славян ăрăвĕсем пурăннă. IX—XI ĕмĕрсенче Десна çырăнĕсенче северянсем (Кветунь ялĕ) пурăннă, Ока — Десна çырăнĕсенче — вятичсем, Ипутьпа Беседь бассейнĕнче — радимичсем. XII—XIII ĕмĕрсенче Брянск çĕрĕ малтанпа Чернигов, унтанпа Новгород-Северский кнеçлĕхĕсен тытăмĕнче пулнă. Вщиж (Щиж) XI ĕмĕртен Чернигов кнеçлĕхĕн удел центрĕ пекех пулнă. Монгол-тутарсен Чернигова çапăçни хыççăн 1246 çулта кнеç Брянскра кайнă та Брянск кнеçлĕхĕ йĕркеленĕ. 1356 çултан Брянск çĕрĕсем Аслă Литва кнеçлĕхĕн влаçĕ пулин ирĕкĕнче пулнă, унтан Речь Посполитара. XVI ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче (1503 çулхи килĕшӳпе) çĕр Мускав патшалăхне кĕнĕ те унăн Литва, Польша, Крым ханлăхĕ хирĕç кирешӳшĕн те кăнтăр-анăç форпост пекех пулнă.

Деулино килĕшĕвĕпе 1618 çулта хальхи Брянск облаçĕн кăнтăр та анăç çĕрсем Речь Посполитăна кĕнĕ.

Аслă Литва кнеçлĕхне çĕнтерӳ хыççăн ку çĕрсем Раççейне кĕнĕ. 1654 вырăнти çĕрсем полксенче те сотнясенче пайланă. 1781 çултан уессенче те енпуçсенче. 1802 çулта Стародубщина Чернигов кĕпĕрнине кĕнĕ. Çак çĕрсенче Мглин, Новое Место, Стародуб, Сураж уесĕсем йĕркеленĕ.

1709 çултан Брянск енĕн аслăраççей пайĕ Киев кĕпĕнине кĕнĕ, Севск провинцийĕ пекех. 1727 çулта Севск провинцийĕ çĕнетсе йĕркеленĕ Белгород кĕпĕрнине кĕнĕ. 1779 çулта Орёл енпуç енĕ йĕркеленĕ те ĕлĕкхи Севск çĕрĕсем унта кĕнĕ.

XVIII—XIX ĕмĕрсенче кунта экономика аталанăвĕ пуçланă. XVIII ĕмĕрте кунта савутсем тунă. Каялла XVIII ĕмĕр тăхри гетман Кирилл Разумовский, промышленоç тăвакан И. А. Мальцов ен аталанăвĕшĕн кунта нумай турĕç. Граждан вăрçи 1917 - 1922 çулсенче кĕпĕрне хуласем Орёл та Чернигов активлă çар пулăмĕсенче хутшăннă, çаванпа 1920 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Брянск кĕпĕрни йĕркеленĕ, анчах та 1929 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчепăрахăç кăларнă тата Анăç облаç шутне кĕнĕ.

1937 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче РСФСР ЦИК Анăç облаçа пăрахăç кăларнă тата унăн территорийĕнче Смоленск те Орёл облаçĕсем йĕркеленĕ. Хальхи Брянск облаçĕн территорийĕ Орёл облаçĕ шутне кĕнĕ.

1941 çулта çурла — юпа уйăхĕсенче вырăнти çĕрсене герман çарĕсем оккупациленĕ. Пĕрремĕш оккупаци кунĕсенчен кунта партизан юхăмĕ йĕркеленет, Брянскçум вăрмансенче 60 пин патнелле партизан пулнă. Кунта С. А. Ковпакăн, А. Ф. Федоровăн, А. Н. Сабуровăн партизан отрячĕсем йĕркеленет. 1943 çулта çурла — авăн уйăхĕсенче çĕр ирĕкленĕ. Вăрçă вăхăчĕнче çĕре хытă мăкăлтанă.

1944 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Брянск облаçĕ ССРП Мăн Канашĕн Президиумĕн указĕпе йĕркеленĕ[6] Орёл облаçĕн хулисенчен, районĕсенчен, кивĕ Брянск кĕпĕрнин чиккисенче патнелле. Облаç тытăмĕнче Брянск, Бежица та Клинцы хулисем кĕнĕ. Татах та Брасово, Брянск, Выгоничи, Гордеевка, Дубровка, Дятьково, Жирятино, Жуковка, Злынка, Карачев, Клетня, Климово, Клинцы, Комаричи, Красная Гора, Мглин, Навля, Новозыбков, Погар, Понуровка, Почеп, Рогнедино, Севск, Стародуб, Суземка, Сураж, Трубчевск те Унеча районĕсем.

Remove ads

Халăх

Халăх йышĕ Росстат даннăйсемпе — 1 152 505[1] çын (2023). Халăх йышлăхĕ — 33,06 çын/км2 (2023). Хула халăхĕ — 70,25 % (2022)[7].

Халăш йышĕн улăштарни

Халăх та хула халăхĕ (унăн %) Пĕтĕм Пĕрлешӳ те Пĕтĕм Раççей çырăвĕсемпе[8][9][10]:


Халăх наци йышĕ
Подробнее Çырăвăн çулĕ ...

Пĕтĕм Раççей 2020 çулхи халăх çырăвĕпе[14]:

Подробнее Халăх, Йыш, çын ...

Тĕн

Брянск облаçĕнче прихочĕсен йышĕ (2003)[16]:

Пĕтĕмпе — 212

Администрациллĕ-территориллĕ тытăм

Тĕп статья: Брянск облаçĕн администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ

Брянск облаçĕн уставĕпе те «Об административно-территориальном устройстве Брянской области» саккунĕпе РФ субъекчĕнче малалла администрациллĕ-территориллĕ виçĕсем кĕреççĕ[17][18]:

  • 4 облаç пĕлтерĕвĕпе хули (Брянск, Клинцы, Новозыбков, Сельцо),
  • 27 район.

Муниципаллĕ тытăмпа Брянск облаçĕнче 252 муниципаллă йĕркеленӳ пур:

Районсем

Thumb
Брянск облаçĕн администрациллĕ пайланăвĕ
  • Брасово районĕ
  • Брянск районĕ
  • Выгоничи районĕ
  • Гордеевка районĕ
  • Дубровка районĕ
  • Дятьково районĕ
  • Жирятино районĕ
  • Жуковка районĕ
  • Злынка районĕ
  • Карачев районĕ
  • Клетня районĕ
  • Климово районĕ
  • Клинцы районĕ
  • Комаричи районĕ
  • Красная Гора районĕ
  • Мглин районĕ
  • Навля районĕ
  • Новозыбков районĕ
  • Погар районĕ
  • Почеп районĕ
  • Рогнедино районĕ
  • Севск районĕ
  • Стародуб районĕ
  • Суземка районĕ
  • Сураж районĕ
  • Трубчевск районĕ
  • Унеча районĕ

Чикĕ зони

Брянск облаçĕн пайĕ Украинапа Белоруç чикĕленет те чикĕ зонинче кĕнĕ, унта ятарлă чикĕ режимĕ пур[19].

Пурăнан вырăнсем

Пĕтĕмпе Брянск облаçĕнче 2643 пурăнан вырăн пур (336 пурăнан вырăн халăхсăр (унта никам та пурăнать))[20][21].

Пурăнан вырăнсем халăх йышĕпе ытла 5000 çын
Thumb
Брянск драмтеатрĕ
Thumb
Клинцыри собор
Thumb
Новозыбков соборĕ
Брянск375 669
Клинцы63 059
Новозыбков38 680
Дятьково25 255
Унеча24 274
Стародуб17 687
Жуковка17 628
Карачев17 449
Сельцо15 906
Навля15 536
Почеп14 991
Климово13 554
Трубчевск13 287
Фокино12 538
Клетня11 947
Сураж11 176
Погар9484
Супонево9450
Путёвка898
Суземка8672
Локоть8469
Белые Берега7412
Комаричи7325
Мглин6919
Дубровка6793
Севск6732
Белая Берёзка5886
Большое Полпино5859
Ивот5844
Красная Гора5504
Злынка5270
Займище5026
Remove ads

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads