Быстрая районĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Быстрая районĕ (выр. Быстринский район) — Камчатка Енĕн административлă-территориаллă виçи тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллă район).
Администраци центрĕ — Эссо ялĕ.
2009 çулхи çу, 8-мĕшĕнче Раççей Федераци правительствин указĕпе Быстрая районĕ вырăнти пĕчĕк йышлă халăхсем пурăнакан районсене йышăннă.
Remove ads
Тавралăх
Çурçĕр-хĕвеланăç енче Тигиль районĕ, çурçĕр-хĕвелтухăç енче Усть-Камчатск районĕ, хĕвелтухăç енче Мильково районĕ, кăнтăр енче Соболево районĕ Камчатка Енĕн районĕсемпе чикĕленет.
Кунçул
1932 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ВЦИК хутайӗпе, Быстрая нациллӗ (Эвен) районӗ йышӑннӑ, Анавгай ялӗнче администраци центрӗпе[3].
2007 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче малтан Камчатка облаçĕн тытӑмӗнче пулнӑ.
Çурла уйăхĕн 12-мӗшӗнче Быстрая районӗн кунӗ.
Халăх
2010 ҫулта районта 2695 ҫын пурӑнаҫҫӗ, вӗсенчен 1013 ҫын: эвенсем (806 ҫын), коряксем (150 ҫын), ительменсем (57 ҫын)[4].
Муниципаллă-территориллĕ тытăмлăх
Быстрая районĕнче 2 муниципаллă йĕркеленӳ пур тата 1 ял хушшинчи территори[5].
| Муниципаллă-территориллĕ тытăмлăх | |||||
| № | МЙ ячĕ | МЙ администраци центрĕ | ПВ шучĕ | Халăх йышĕ[1] | Лаптăк, çм2[2] |
| 1 | Анавгай ял тăрăхĕ | Анавгай | 1 | ▼ 484 | 1,73 |
| 2 | Эссо ял тăрăхĕ | Эссо | 1 | ▼ 1938 | 5,80 |
| Ял хушшинчи территори | 0 | ||||
- Пăрахăç кăланă ял канашĕсем
Малалла ял канашĕсем совет вăхăчĕнче пăрахăç кăланă[6]:
- Быстрая ял канашĕ — Облаç ĕç тăвакан комитечĕн №498 решенипе 11.07.1974 çулта пăрахăç кăланă.
- Кекукнай ял канашĕ — Облаç ĕç тăвакан комитечĕн №379 решенипе 30.11.1956 çулта пăрахăç кăланă.
- Лаучан ял канашĕ — Облаç ĕç тăвакан комитечĕн №12 решенипе 06.01.1961 çулта пăрахăç кăланă.
- Твоян ял канашĕ — Облаç ĕç тăвакан комитечĕн №435 решенипе 14.08.1964 çулта пăрахăç кăланă.
Пурăнан вырăнсем
Быстрая районĕнче 2 пурăнан вырăнсем.
| Пурăнан вырăнсен ят-йышĕ | |||||
| № | ПВ ячĕ | ПВ тĕсĕ | Халăх йышĕ[1] | Муниципаллă йĕркеленӳ | |
| 1 | Анавгай | ял | ▼ 484 | Анавгай ял тăрăхĕ | |
| 2 | Эссо | ял | ▼ 1938 | Эссо ял тăрăхĕ | |
- Пăрахăç кăланă пурăнан вырăнсем
Совет çулĕсенче виççĕ пурăнан вырăн пăрахăç кăланă[7]:
- Быстрая паççулкă — 10.07.1975 ç. пăрахăç кăланă
- Лаучан ял — 14.08.1964 ç. пăрахăç кăланă
- Тваян ял — 11.06.1965 ç. пăрахăç кăланă
Ҫавӑн пек, Камчатка Енӗн Быстрая районĕн уставӗпе, районта сезонлӑ Горный Ключ паҫҫулки пур[8]. Анчах та çакна РФ е Камчатка крайĕн саккунĕсенче çук.
Remove ads
Çавăн пекех пăхăр
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads
