Камчатка Ен

From Wikipedia, the free encyclopedia

Камчатка Ен
Remove ads

Камчатка Ен (Камчатка, выр. Камчатский край) — Раççей тухăç енче вырнаçнă Федераци субъекчĕ[1]. Инçет-Тухăç федераци тăрăхне кĕрет, Инçет Тухăç экономика районĕн пайĕ.

Краткие факты Тĕп хули, Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе - шыв пайĕн %. ...

Администраци центрĕПетропавловск-Камчаткăри.

2007 çулхи утă, 1-мĕшĕнче, Камчатка облаçĕ тата Коряк автономи тăрăхĕ пĕрлешĕвĕ çинчен референдум çавна пул, Камчатка Ен йĕркеленнĕ[2].

Çурçĕр-хĕвеланăç енче Магадан облаçĕ, çурçĕр енче Чукотка автономи тăрăхĕ, кăнтăр енче (Пĕрремĕш Курил пырĕ урлă) Сахалин облаçĕ РФ-н субъечĕсемпе чикĕленет.

Remove ads

Тавралăх

Тĕп статья: Камчатка Енĕн географийĕ
Thumb
Сенкер кӳллисем

Камчатка Ен Камчатка çурутравĕнче, Карагин утравĕнче тата Командор утравĕсенче вырнаçнă.

Ен патĕнче хĕвелтухăçран Беринг тинĕсĕ (2000 км ытла ҫыран вӑрӑмӑшӗ), хĕвеланăçран Охот тинĕсĕ (2000 км ҫыран вӑрӑмӑшӗ) пур.

Камчатка Енĕн территорийĕнче 14 100 юханшывсем юхаççĕ. Вĕсенчен чи пысăксем: Камчатка (758 км вăрăмăш), Пенжина (713 км), Куюл-Таловка (458 км), Вывенка (395 км), Пахача (293 км), Апука (296 км), Укэлаят (288 км).

Кӳлĕсем: Таловка кӳлли (44 км²), Палана кӳлли (28 км²).

Thumb
Кроноцки сопки

Камчатка Ен 12-сехет зонинче вырнаçнă, Камчатка вăхăчĕ ятлă. Тĕнчери координациленĕ вăхăчĕпе UTC тĕрлĕлĕх +12:00 тăрать. Раççей Федерацийĕн тĕпхулипе Мускавпа тĕрлĕлĕх — 9 сехет.

Территорипе Камчатка Ен Папуа — Çĕнĕ Гвиней е Камерун пекех.

Remove ads

Кунçул

Чуллă ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче пĕрремĕш çынсен кунта кайлакан коряксем, айнусем тата итĕлменсем пулнă. XIX ĕмĕрте кунта эвенсем çитнĕ.

Авалхи лару-тăрусен раскопкисем, хăш Анадырь районĕн территориĕнчи пулнă, кунта кĕçĕн палеолит вăхăчĕнчен пуçласа çынсем пулнă.

Нумай мар халăхсем-ăрусем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни е сунарни тунă.

XVII ĕмĕрте Раççей империйĕн саралакансем кунта чи пĕрремĕш ял-хула тунă — Петропавловск-Камчатский.

1697 çулта Камчаткăра пĕрремĕш вырăссем (казаксем) çитнĕ, сăмахран якут казакĕ Атласов, унăн казаксем ясак усрани валли острог тунă, Аушин ительмен пурăнан вырăнĕ юнашар[3].

Яланхи вырăс халăхĕ кунта 1730 çул патне пурăнать, тата вĕсем нумай-йышлĕ мар пулнă та вырăнти халăхсемпе (ительменсемпе) хальхи гео-этнонимре пĕрлешнĕ — камчадалсем. XX ĕмĕр патне Камчаткăра пĕрлешнĕ çуралнипе (вырăс-ительмен) 3600 çын пулнă, тата вăл пĕр этнографиллĕ ушкăн пекех, пĕр культурăпа та вырăс чĕлхипе калаçнипе[4].

2007 çулхи утăн 1-мĕшĕнче Камчатка облаçĕнче тата Коряк автономиллĕ тăрăхĕнче пĕрлешĕес пирки референдум ирттернĕ. Çапла ĕнтĕ, Камчатка Енĕ йĕркеленнĕ.

Remove ads

Халăх

Росстатпа Камчатка Енте 288 730 çын пурăнать, вĕсенчен 56,45% Петропавловск-Камчаткăри пурăнать. Халăх йышлăхĕ — 0,62 çын/км2. Хула халăхĕ — 78,98%.

Администраци пайланăвĕ

Камчатка Ен уставĕпе тата «Об административно-территориальном устройстве Камчатского края» саккунĕпе Ен малалла администраци-территори виçисенче пайланать: 3 хула ен пăхăнăвĕпе, 11 район (4 Коряк тăрăхĕ)[5][6].

Хуласем

Районсем

Remove ads

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads