Ухман

From Wikipedia, the free encyclopedia

Ухманmap
Remove ads

Вӑрманкас Ухман  — Чӑваш Енĕн Канаш районĕнчи сали. Ухман сали тӑрӑхӗн администраци центрĕ.

Краткие факты
Remove ads

Географи

Чӑваш Енӗн тӗп пайӗнче, район центрӗнчен Канаш хулинчен 6 ҫухрӑма яхӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫнелле вырнаҫнӑ.

Истори

Хутсенче ҫавӑн пекех ҫак ятсемпе ҫырӑнса юлнӑ: Вăр­­манкас, Вăрман Алкаринкасси Ухман (1928)[1].

Хусан уездӗнчи Арски даругирен XVIII ӗмӗрчченех куҫса килнисем йĕркеленĕ. Пӗрремӗш хут 1710 ҫулта 25 кил Биболдин ялӗ ятпа асӑннă.. 1721 ҫулта 234 арҫын шутланнă, 1795 ҫулта 100 кил, 622 çын, 1858 çулта 208 кил тата 1117 çын, 1897 çулта 1773 çын. XX ӗмӗр пуҫланнӑ тӗле кассенчен тӑнӑ: Вӑрманкасси, Пуяккасси (Пуянкасы), Кантуркасси (халӗ пурте Ухман салин йышӗнче) тата Чăрăшкасси. 1926 ҫулта вӗсем пурне те уйрӑммӑн шута илнӗ: 216 кил тата 1040 çын (Вӑрманкасы), 102 кил тата 465 çын (Кантăркасы), 58 кил тата 307 çын (Чăрăшкасы), 74 кил тата 383 ҫын (Пуякасы). 1939 ҫулта та ҫавӑн пекех: 1151 ҫын (Вӑрманкасы), 371 (Кантăркасы), 374 (Чăрăшкасы) тата 413 (Пуякасы). 1948 ҫултанпа Ухман ялӗ. 1979 ҫулта 1833 ҫын пулнӑ. 2002 ҫулта 506 кил, 2010-418 килхуҫалăх. 1930 ҫулта "Ҫӗнтерӳ" колхоз йӗркеленнӗ. Никольски чиркӳ пур (1899-1937, 1996 ҫултан)[2].

Remove ads

Пурăнан халăх

2002 çулта 1383 çын (чăваш 98%) пулнă[3], 2010 çулта - 1228 çын[4].

Асăрхавсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads