Канаш районĕ

From Wikipedia, the free encyclopedia

Канаш районĕ
Remove ads

Кана́ш райо́нĕ (выр. Канашский район) — Чӑваш Енӗн (РФ) администрациллӗ-территориллӗ виҫи тата муниципаллӑ йӗркеленӗвӗ (муниципаллӑ район)

Краткие факты Патшалăх, Статус ...
Thumb
Канаш районӗн схеми

Район территорийӗ Чӑваш Енӗн варринче вырнаҫнӑ. Тытӑма 1927 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче туса хунӑ. Ҫурҫӗр енче Чӑваш Енӗн Ҫӗрпӳ тата Красноармейски районӗсемпе, хӗвелтухӑҫ енче Вӑрмар тата Тӑвай районӗсемпе, кӑнтӑр енче Комсомольски тата Йӗпреҫ районӗсемпе, хӗвеланӑҫ енче Вӑрнар районӗпе юнашар вырнаҫнӑ.

Лаптӑкĕ 981,4 км2 танлашать, ҫурҫӗртен кӑнтӑралла 35 ҫухрӑм, хӗвеланӑҫ енчен хӗвелтухӑҫ енелле 25 ҫухрӑм тӑршшӗ.

Администраци Шупашкартан 84 ҫухрӑмра ларакан Канаш хулинче вырнаҫнӑ.

Remove ads

Халăх йышĕ

1999 çул пуçламăшĕнче районта пурĕпе 43,7 пин çын пурăннă, 97% — чăвашсем. Халăх йышлăхĕ — 47 çын/тв. çх. Районта пĕтĕмпе 108 ял ларать, вĕсенче, вăтамран илсен, 462 çын пурăнать.

Çул-йĕр

Канаш районĕ тăрăх Чулхула-Канаш-Хусан, Канаш - Хĕрлĕ узел тата Канаш-Шупашкар чугун çулĕсем иртеççĕ. Автомобиль çулĕсем патшалăх тата республика пĕлтерĕшлисем: Çĕрпӳ-Çĕмпĕр-Сызрань (патшалăх пĕлтерĕшлĕ), Вăрнар-Канаш-Улатăр; Шахасан-Çĕмĕрле; Канаш-Шупашкар (республика шайĕнче). Ку çулсем тăрăх районăн шалти тата аякри экономика хутшăнăвĕсем иртеççĕ.

Администрациллĕ пайлану

Районти ял тăрăхĕсен шутне çаксем кĕреççĕ:

Паллă çынсем

Remove ads

Çав. пекех

Асăрхавсем

Вуламалли

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads