Вешкайма районĕ

From Wikipedia, the free encyclopedia

Вешкайма районĕ
Remove ads

Вешкайма районĕ (выр. Вешкаймский район) — Чĕмпĕр облаçĕн районӗ. Лаптăкĕ — 1435,5 ҫм², облаҫĕн 3,9 % шутланать.

Краткие факты Патшалăх, Статус ...
Remove ads

Тавралăхĕ

Чĕмпĕр облаçĕн çурçĕр-анăçĕнче вырнаçнă. Административлă тĕпĕхула евĕр посёлок Вешкайма. Пурăну вырăнĕсем — 36, рабочи посёлокĕсем — 2 (Чуфарово тата Вешкайма).

Кун-çулĕ

Погорелово ялĕ патĕнче 1647 çулта тунă çĕр хурси, тăршшĕ 15 çм, 4 масар тата бронза ĕмĕрĕнчи курган тĕммисем, хулашсем, укçа тата кӳпе тупнă.

Чылай пурăну вырăнĕ XVII ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче никĕсленнĕ. 20 пĕтĕмĕшле пĕлӳ шкулĕ, çав шутра 11 вăтам шкул. Вулавăш — 21, клуб — 29, пульницă — 4.

Экономика

Районти промышленность предприятийӗсем: хӑма ҫуракан тата сӗтел-пукан тăвакан «Шарлова леспромхозĕ»; УАО «Вешкайма элеваторĕ»; УАО «Сельхозтехника», УАО «Чăх-чĕп фабрики „Луч“», УАО «„Вешкаймский“ сĕт-çу завочĕ», УАО «Чуфарово арматура завочĕ».

Ял хуçалăхĕнче тĕш тырӑ, çĕр улми çитĕнтереççĕ. Сӗт паракан выльӑх чӗрлӗх усраҫҫӗ, сурăх ӗрчетеҫҫӗ, пахча-ҫимӗҫ туса илеҫҫӗ.

Район ҫӗр айӗнчи пурлăхпа пуян: кунта диатомит (Шарловка, Вешкайма), пурӑ (Бекетово, Канабеево, Карпат) тата опок минералӗсене кӑлараҫҫӗ.

Район витĕр чукун çулпа автомобиль çулĕсем иртеççĕ.

Халăх йышĕ, район тытăмĕ

Йышĕ — 25,7 пин çын. Хулара — 41,8 %, ялсенче — 58,2 %. Халăх йышĕпе:

34 ял пурăнăвĕсенчен пиллĕкĕшĕнче — мордвасем ытларах, пĕрринче — чăвашсем ытларах пурăнаççĕ.

Вуламалли

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads