Витеçуч

From Wikipedia, the free encyclopedia

Витеçучmap
Remove ads

Витеçуч, — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял.

Краткие факты
Remove ads

Ял тытăмĕ ,халăх йышĕ

Ялта 75 çын (2006) пурăнать. Асамат ялĕ çумĕнчех ларать. Пĕр урам — Симĕс урам. 2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 71 çын, çав шутра 29 арçын, 42 хĕрарăм пурăннă[1].

Кун-çулĕ

1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнче шутланнă.1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.

Вуламалли

  • Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
  • "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
  • "Аликовскому району 75 лет", Л. А. Ефимов хатĕрленĕ, Шупашкар, 2002.

Паллă çынсем

  • Васильев Вячеслав Дмитриевич, — ЧР тата РФ РФ тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
  • Осипова Елизавета Борисовна, чăваш çыравçи.
  • Трофимов Андрей Трофимович — Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи, чăваш букварьне хатĕрлекенĕ.
  • Трофимова Ольга Андреевна — медицина ăслăхĕн тухтăрĕ.
  • Трофимов Тит Трофимович (1900-1985) — биологи ăслăхĕн кандадачĕ, МПУ доценчĕ.
  • Трофимов Виктор Титович — геологи минерологи ăслăхĕн тухтăрĕ, МПУ-н геологи факультечĕн деканĕ.
  • Трофимов Иван Трофимович — ветеринари ăслăхĕн тухтăрĕ, Хусан ветеринари институчĕн профессорĕ.
Remove ads

Каçăсем

Асăрхавсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads