Внуково аэропорчĕ

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Внуково аэропорчĕМускавăн тĕп аэропорчĕсенчен пĕри. Япала, пассажир турттаракан самолётсене йышăнать, статусĕ тĕнче шайĕнче.

Кун-çулĕ

Мускаври пĕрремĕш тĕнче аэропорчĕ. Ходынка уйĕнчи Кивĕ аэропорт хăвачĕ çитменнине пула 1937 çулта тума тытăннă. Эксплуатацире: утă, 1, 1941.

Тăван Çĕршывăн Аслă варçинче аэропорт вăрçă бази пулнă, вăрçă хыççăн граждан рейсĕсене иртернĕ.

1956 çулхи авăнăн 15-мĕшĕнче пĕрремĕш совет реакци пассажир самолёчĕ Ту-104 хăйĕн пĕрремĕш рейсне Внуковăран Иркутска Омск урлă вĕçнĕ.

Ил-18 пĕрремĕш рейсĕсене (Мускавран Алма-Атана ака, 20, 1956 ç .) тата Ту-114 (Мускавран Хабаровска ака, 24 1961 ç.) çаплах Внуковăран тухнă.

1963 çулхи ака, 28— Внуково аэропортĕнче çĕнĕ Внуково-2 правительстви делегацисен ятарлă рейсĕсем валли аэровокзала хута янă.

пуш, 27 1964 — эксплуатацие Внуково-1 çĕнĕ терминала, сехетре 1500 пассажира тивĕçтерӳллĕ 2 № зала (терминал лаптăкĕ — 10,5 пин тв. м.) кĕртнĕ.

1980 çулта, Мускав олимпиадине ирттерме, Внуково аэропортне анлăлатнă.

Аэропорт урлă сехетре 2300 пассажир иртнĕ.

Remove ads

Фотопухăм

Каçăсем


Подробнее Мускав аэропорчĕсем, вокзалĕсем ...


Подробнее Раççейĕн миллионлă аэропортсем ...
Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads