Волков Геннадий Никандрович
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Волков Геннадий Никандрович (1927, юпа, 31, Чăваш АССР, Елчĕк районĕ, Аслă Елчĕк ялĕ - 2010, раштав, 27, Шупашкар, Чăваш Республики) — тĕпчевçĕ, педагог, педагогика ăслăхĕсен тухтăрĕ (1967), профессор (1968), çыравçă, куҫаруҫӑ, критик, Чӑваш АССР тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи (1987), Раҫҫей Федерацийӗн тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (2001), СССР Педагогика ăслăх академийӗн К.Д.Ушинский ячӗллӗ премийӗн лауреачӗ (1967), Германири Эрфурт университечӗн хисеплӗ тухтăрĕ (1982), Кӑркӑс ССР халӑха вӗрентес ĕç отличникӗ (1987), Саха Республикин халӑха вӗрентес ӗҫӗн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1992), Калмăк, Тыва республикин тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (1997), Чӑваш Республикин, Калмӑк Республикин, Елчӗк районӗн хисеплӗ гражданинӗ (1997), Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ (2006)

Темиçе ылтăн медале тивĕçлĕ пулнă.
Remove ads
Пурнăçĕ
Геннадий Никандрович (1927 çулхи юпан 31-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче çуралнă.
1949 çулта Чăваш педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнчен, 1952 çулта Хусанти педагогика институчĕн аспирантуринчен вĕренсе тухнă.
1952-1972 çулсенче Чăваш педагогика институтĕнче аслă вĕрентӳçĕ, педагогика кафедрин доценчĕ, проректор пулса ĕçленĕ. 1972-1993 çулсенче Раççей Федерациĕн çутĕç министерствин наци шкулĕсен ĂТИ секцин ертӳçи пулнă. 1972-1982 çулсенче Эрфуртри аслă педагогика шкулĕнче вĕрентнĕ.
1993 ҫулта – Патшалӑх ҫемьепе воспитани институчӗн этнопедагогка лабораторийӗн ертӳҫи, 1999 ҫултанпа – Калмӑк патшалӑх университечӗн профессорӗ. 2003 ҫулта И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче этнопедагогикӑн наукӑпа тӗпчев институне йӗркеленӗ. 2005 ҫултанпа Калмӑк Республикин патшалӑх университетӗнче этнопедагогика ҫӗнӗлӗхӗсен лабораторине йӗркелесе ертсе пынӑ.
Remove ads
Ăслăх ĕçĕсем
Геннадий Волков 500 ытла ăслăлăх ĕçĕ, вĕсем шучĕнче 27 монографи çырнă.
- [1]
- Волков Г. Н., Егоров В.Н. Чувашская народная педагогика: Очерки. — Шупашкар: Чувашпатиздат, 1958.
Ăслăх кĕнекисем
- Волков, Геннадий Никандрович. Нравственное воспитание учащихся IV-VIII классов сельской национальной школы : Пособие для учителя. — М.: НИИ нац. шк., 1986.
- Волков, Геннадий Никандрович. Педагогика жизни. — Шупашкар: Чăваш. кĕн. изд-ви, 1989. — ISBN 5-7670-0217-7
- Волков, Геннадий Никандрович. Судьба патриарха : Роман-эссе. — Шупашкар: Чăваш. кĕн. изд-ви, 1998. — ISBN 5-7670-1054-4
- Волков, Геннадий Никандрович. Этнопедагогика : Учеб. для студентов сред. и высш. пед. учеб. зав.. — М.: Academia, 2000. — ISBN 5-7695-0413-7
- Волков, Геннадий Никандрович. Педагогика любви : Избр. этнопед. соч. : [В 2 т.] / М. Н. Егоров пуçт.. — М.: Магистр-Пресс, 2002. — Т. 2. — ISBN 5-89317-182-9
- Волков, Геннадий Никандрович. Педагогика любви : Избр. этнопед. соч. : [В 2 т.] / М. Н. Егоров пуçт.. — М.: Магистр-Пресс, 2002. — Т. 1. — ISBN 5-89317-181-0
- «Этнопедагогика» кĕнекене РФ пĕлӳлĕх министерстви аслă тата ятарлă вăтам пĕлӳ паракан шкулсене вали вĕренӳ кĕнеки тесе çирĕплетнĕ.
- В. А. Сухомлинский 1961 çулта Волков патне çапла çырнă:
Под впечатлением Вашей книги я задумал написать книгу об украинской народной педагогике… Если удастся осуществить замысел, посвящу книгу Вам
- В. А. Сухомлинский 1961 çулта Волков патне çапла çырнă:
- 2002-2003 çç. двухтомник «Педагогика любви», избранные этнопедагогические сочинения «Становление этнопедагогики как отрасли педагогической науки», «Педагогика национального спасения», «Чувашская этнопедагогика»
Пултарулăх ĕçĕсем
Пичетленсе тухнă кĕнекисем:
Remove ads
Асăнмалăх
- Волков палăкĕ (35 çурт, Ленин проспекчĕ, Шупашкар[2])
- 62-мĕш Г.Н. Волков ячĕллĕ вăтам шкул (Шупашкар)
Çав. пекех
- Волков вулавĕсем
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads