Горно-Алтайск
Алтай Республикин хули From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Горно-Алтайск (Тури Алтай, алт. Улалу, Туулу Алтай[2],1932 ҫулта — Улала, 1932—1948 ҫулсенче — Ойрот-Тура) — Алтай Республикин (РФ) тӗп хули, Тури Алтай хула тӑрӑхӗн администрациллӗ центрӗ. Хула депутачӗсен канашӗн ертӳҫи, хула пуҫлӑхӗ (мэр) Сафронова Ольга.
Remove ads
Этимологи
Улала (алт. Улула, ӑҫта -улу — «пысӑк», -ла пултаруллӑхӑн аффиксӗ) юханшывӗн кӑкӗнчи хальхи Тури Алтай, Улала ялӗ пек никӗсленӗ.
1932 ҫулхи ҫӗртмен 17 (утӑн 4) ССРП ПВӖК Президиумӗн йышӑнӑвӗпе Улалана — Ойрот-Тура ятне панӑ (ойротсем — алтайсен этнонимӗ, тура — хула). 1948 ҫулта халӑхӑн ятне улӑштарнипе (ойротсенчен алтайсене) автономиллӗ облаҫне Тури Алтай[3] ят панӑ, Ойрот-Турана Тури Алтай (выр. Горно-Алтайск) ят панӑ.
Remove ads
Географи
Хула Алтай тӑвӗсен ҫурҫӗр-анӑҫ пайӗнче, 270-305 метр тинӗс шайӗнчи тусем хушшинчи айлӑмра, Белуха тӑвӗнчен (Алтайри тата Ҫӗпӗрти чи ҫӳллӗ ту) 250 ҫухрӑм ҫурҫӗрелле Катунь юханшывне юхакан Улала тата Майма юханшывӗсен пӗрлештернин вырӑнӗнче вырнаҫнӑ.
Тури Алтайран Мускавччен 3641 ҫм, чи юнашар чукун ҫул станцийӗччен (Анӑҫ-Ҫӗпӗр чукун ҫулӗ) 100 ҫм.
Хула, Алтай Республики пек, Красноярск вӑхӑчӗн зонинче вырнаҫнӑ[4][5].
Remove ads
Кунҫул
1824 ҫулта кунта Бийскрен килнӗ вырӑс ҫӗнӗ ҫӗре куҫса ларнӑ ҫыннисем телеутсен пурӑнан вырӑнӗнче Улала ялне никӗсленӗ[6]. 1831 ҫулта Улалара миссионерсемпе чиркӳ ӗҫченӗсем пуҫтарӑннӑ, ик-виҫ уйӑхран ялта Бийск улпучӗсем пурӑнса килнӗ. Ик-виҫ вунӑ ҫултан Улала Томск кӗпӗрнин Бийск уесӗн пысӑк суту-илӳ вырӑнӗ пулса тӑнӑ.
1918 ҫулхи нарӑсӑн уйӑхӗнче Улалара хресченпе салтак депутачӗсен канашӗ туса хунӑ, унӑн пӗрремӗш ертӳҫӗ - И. И. Некоряков пулса тӑнӑ. Ҫак ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗнче Канашӑн тыт панӑранпа наци правительстви пекки паллӑ культура ӗҫченӗ Г. И. Гуркин ертӳҫипе Каракорум-Алтай тӑрӑх управи туса хуни ҫинчен пӗлтернӗ.
Утӑн 14-мӗшӗнче Улалана Сатунин капитанӗн шурӑ гвардин отрячӗ илнӗ. 1918 ҫулта Улала центрӗпе Тури Алтай (Каракорум) уесӗ йӗркеленӗ[7].
1919 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗнче Ф. И. Усольцевӗн партизан отрячӗ яла ҫапӑҫса илнӗ чух совет влаҫне ҫӗнетсе тутарнӑ.
Элтеш вӑрҫи хыҫҫӑн Ойрат автономиллӗ облаҫӗ туса хунӑ. 1922 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗнче ПВӖК декречӗпе ҫӗнӗ облаҫӑн администрациллӗ центр Улала ялӗ йышӑннӑ. Ултӑ ҫултан, 1928 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнче XIII пуххӑн ПВӖК Президиумӗн йышӑнӑвӗпе пурӑнан вырӑна хула статусне панӑ[8].
2010 ҫулччен Тури Алтайӑн "историллӗ пурӑнан вырӑн" статусӗпе пулнӑ, анчах 2010 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗнчи Раҫҫей Этеплӗх Министрлӗхӗпе Раҫҫей Регион Аталанӑвӗн Министрлӗхӗн № 418/339 йышӑнӑвӗпе ҫак статуса хуларан илнӗ[9].
Халӑх
2023 ҫулта Горно-Алтайскра 64 957 ҫынсем пурӑнаҫҫӗ[10]. Халăх шучĕ тĕрлĕ çулсенсе:
Хула пуҫлӑхӗсем
- Хула депутачӗсен канашӗн ертӳҫи, хула пуҫлӑхӗ (мэр)
- 2012 ҫулхи пушран — Юрий Нечаев
- 1992.02.20-2005.12.27 — Виктор Облогин
- 2006.01.01-2012.03.16 — Юрий Шевченко
- 2017 авӑнӑн 29-мӗшӗнчен — Юрий Нечаев
- Администраци пуҫлӑхӗ
- Ольга Сафронова.
Транспорт
Хулара Горно-Алтайск аэропорчӗ вырнаҫнӑ. Автобуссем, троллейбуссем ҫӳреҫҫӗ.
Телекуравпа радиокалаҫу
- Телекурав
- ФГУП ВГТРК ГТРК «Горный Алтай»
- 4 МВ «Первый канал»;
- 7 МВ «Россия 1» / «ГТРК Горный Алтай»;
- 8 МВ «НТВ»;
- 11 МВ «ТНТ»;
- 24 ДМВ Первый мультиплекс цифрового телевидения России;
- 26 ДМВ «Россия К»;
- 28 ДМВ «Пятый канал»;
- 31 ДМВ «Матч ТВ»;
- 32 ДМВ Второй мультиплекс цифрового телевидения России;
- Радиокалаçу
- 0,279 АМ «Радио России» / «ГТРК Горный Алтай»; (калаçу çук)
- 67,22 УКВ «Радио России» / «ГТРК Горный Алтай»; (калаçу çук)
- 69,32 УКВ «Радио Маяк»; (калаçу çук)
- 71,00 УКВ «Радио Мега Плюс»; (калаçу çук)
- 100,6 МГц «Радио Искатель»;
- 102,2 МГц «Радио Дача»
- 102,8 МГц «Авторадио»;
- 103,4 МГц «Дорожное радио»;
- 104,2 МГц «Радио Маяк»
- 105,0 МГц «Радио России» / «ГТРК Горный Алтай»;
- 105,5 МГц «Радио Пи FM»;
- 106,0 МГц «DFM»;
- 106,4 МГц «Европа Плюс».
Remove ads
Асӑрхавсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads