Алтай Республики

From Wikipedia, the free encyclopedia

Алтай Республики
Remove ads

Алтай Республики (алт. Алтай Республика, каз. Алтай Республикасы, выр. Республика Алтай) — Раççей Федерацийĕн субъекчĕ, унӑн йышне кӗрекен республика (патшалăх)[4][5].

Краткие факты Тĕп хули, Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе - шыв пайĕн %. ...

Çĕпĕр федераци тăрăхне, Анăç-Çĕпĕр экономика районне кĕрĕт. Тĕп хулиГорно-Алтайск.

Республика çурçĕрте Алтай Енĕпе, çурçĕр-тухăçра — Кемĕр облаçĕпе, тухăçра — Хакасипе Тыва чикĕленет. Алтай Республики кăнтăрта Монголипе, Китай Халӑх Республикипе тата кăнтăр-анăçра Казахстанпа юнашар вырнаçнă та.

1922 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ойрат автономиллĕ облаçĕ пек йĕркеленĕ. Ойрот автономиллĕ облаçĕ1932 çултан, Туçи-Алтай автономиллĕ облаçĕ1948 çултан, Туçи-Алтай Автономиллĕ Совет Социализмлă Республики1990 ҫулхи юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен. 1992 çулхи нарăсăн çу 7-ччен Туçи Алтай Республики пек[6].

Патшалăх чĕлхисем: алтайла та вырăсла. Казах чĕлхипе калаçакан вырӑнсенче ӑна официаллă сферӑсенче усă кураҫҫӗ[7].

Remove ads

Географи

Алтай Республики МСК+4 сехет зонинче вырнаçнă. Тĕнчери ку UTC+7 сехет зони[8][9].

Климат

Климат питĕ континенталлă, кĕске те ăшă çулкуннепе тата çӳллĕ сивĕ хĕлпе[10].

Вар-çул тӳремлĕхсенче сывлăш температури 0-ран +5-ччен °C (чи ăшă çанталăк Чемал ялĕнче фиксациленĕ), тата ку Çĕпĕрте чи ăшă температура.

Ту сенче вар-çул сывлăш температури —6 °C ӳктерет (Кош-Агач ялĕнче фиксациленĕ)[11][12].

Кош-Агач районĕ те Улаган районĕ Аякри Çурçĕрти районсем шутне кĕрĕт.

Рельеф

Thumb
Белуха тăвĕ — чи çӳллĕ вырăн Çĕпĕрте

Республикăн территориĕнче çӳллĕ тусем пайлакан ансăр та тарăн юханшывсен тӳремлĕхĕсенче. Чи çӳллĕ ту — Белуха (урăхлă ятсем: Кадын-Бажы, Уч-Сумер) (4509 метр) чи çӳллĕ вырăн Çĕпĕрте.

Вăрман

Вăрман фончĕ 5,045 млн га 50,4 пин. км2, вăрмансемпе хупланă 4,125 млн га[13].

Юханшывсемпе кӳлĕсем

Юханшывсемпе кӳлĕсем йышĕ республикара — 20 пин, пĕтĕм вăрăмăшпа ытла 60 пин. км. та 7 пин кулĕ патнелле, пĕтĕм лаптăкпа ытла 600 км². Чи пысăк юханшывсем: Катунь та Бия, вĕсем пĕрле Обьра юхаççĕ, чи пысăккисенчен Çĕпĕрте юханшывĕ. Чи пысăк кӳлĕ Ылтăн (алт. Алтын-Кёль) лаптăкпа 230,8 км² та тарăнпа 325 метр.

Плато

Тĕп статья: Укок
Thumb
Калгуты юханшывĕн сăртлăхĕ, Табын-Богдо-Ола çине курăм
Thumb
Ак-Алаха сăртлăхĕ, Канас перевалĕ çине курăм

Укок — лаптак ту-сăртлăх аякри кăнтăр енче Алтай Республикин вырнаçнă, малалла патшалăхсемпе чикĕленет: Казахстан, Китай, Монголи те Раççей. Ку реликт çӳллĕ тӳремлĕх, чи çӳллĕ абсолютлă çӳллĕшпе 2200—2500 м, 500—600 м ту хырçисемпе.

Куйтэн-Уул (4374,0 м) Белуха хыççăн иккĕмĕш Алтай тăвĕсен çӳллĕшĕ.

Укон лаптак ту-сăртлăхĕн кăнтăр енче малалла шыв чиккисенче лартать: Сайлюгем, Табын-Богдо-Ола, Кăнтăр Алтай. Çурçĕр енче Укон Кăнтăр-Чуй ту хырçипе, тальвегпе Джазатор юханшывĕнчен Коксу юханшывĕн тӳремлĕхĕн кăкĕччен (Самаха лапамĕ).

Укок çанталăк паркĕ лаптак ту-сăртлăхăн кăнтăр енче вырнаçнă.

Çут çанталăк инкек-синкерĕсем

Тĕп статья: Чуй çĕр чĕтрени

2003 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Алтай Республикин кăнтăр районĕсенче юлашки вуннă çулсенчен чи пысăк çĕр чĕтрени пулнă. Эпицентрте 8—9 балл пулнă, тĕп чĕтренин вăйĕ 7,3 балл. Вăл хыççăн Республикара пĕчĕк çĕр чĕтреннисем фиксациленĕ (пĕчĕкрех вăйпа). Тапăсем Çĕнĕ Çĕпĕр облаçĕнче, Алтай Енĕнче, Красноярск Енĕнче те хĕвелтухăç Казахстанта фиксациленĕ те.

Чи пысăк синкерсем Кош-Агач, Улаган, Шебалино та Онгудай районĕсенче пулнă. Никам та вилнĕ, пĕр-ик çын çемçе сурансене илнĕ. Анчах çĕр чĕтрени ытла 1,8 пин (урăхлă даннăĕсемпе пиллĕк çĕр патнелле) çуртсем арканнă. Пĕтĕмпе инкеклĕх, ытла 1 миллиард тĕнке пулнă.

Чикĕсем

Алтай Республики малалла регионсемпе чикĕленет:

Remove ads

Истори

Хальхи Алтай Республикин çĕрĕ авалхи çулçенче малалла патшалăхсен тытăмĕнче пулнă: Пĕрремĕш Тĕрĕк каганачĕ, Уйгур империйĕ тата Енисей Кăркăс патшалăхĕ. Çак вăхăтра вырăнти халăх тĕрĕклетнĕ (чĕлхеллĕ те культураллă).[14]

Алтай Республикин кăнтăр пайĕ Найман каганачĕнче пулнă. Унтан Алтай çĕрĕ Монгол Сяньбэй патшалăхĕнче (93-232), Жужань каганачĕнче (330-555), Монгол империйĕнче (1240-1368), Ылтăн Уртинче (1240-1502), Джунгар каначĕнче (1634-1758), Цин империйĕнче (1757-1864), Раççей империйĕнче (1864-1918), Каракорум Автномийĕнче (Граждан вăрçи) (1918-1922), ССРП-нче (1922-1991) тата Раççей Федерацийĕнче (1991-хальхи) кĕнĕ.[15]

Remove ads

Халăх

Thumb
Алтай Республикин этниклă картти, пурăнан вырăнсемпе, çырăв 2010 ç.
Тĕп статья: Алтай Республикин халăхĕ
Подробнее Халăх йышĕ ...

Росстат даннăĕсемпе 210 769[1] çын. Халăх йышлăхĕ 2,27 çын/çм2 (2023). Хула халăхĕ: 31,01[40]

Халăх та хула халăхĕ (унăн %) Пĕтĕм Пĕрлĕшӳ те Пĕтĕм Раççей çырăвĕсемпе[41][42]:

Наци халăх йышĕ, Пĕтĕм Пĕрлĕшӳ те Пĕтĕм Раççей çырăвĕсемпе (1926—2010)
Подробнее Халăх ...
Remove ads

Администрациллĕ-территориллĕ пайлану

Thumb
Алтай Республикин районĕсем

Алтай Республикин конституципе ун шутне 1 хула, 10 район (аймак) кĕрет[50]. Алтай Республикин Саккунĕпе «Об административно-территориальном устройстве Республики Алтай» РФ субъекчĕнче 1 хула, 10 район (аймак) тата 91 ялсем пур.[51].

Муниципаллă тытăмпа, Алтайра 102 муниципаллă йĕркеленӳ пур: 1 хула тăрăхĕ, 10 муниципаллă район, вĕсенче 91 ял тăрăхĕ.

Хула республика пĕлтерĕшпе:
Горно-Алтайск хули;
Районсем (аймаксем):
  1. Кош-Агач районĕ (аймакĕ);
  2. Майма районĕ (аймакĕ);
  3. Онгудай районĕ (аймакĕ);
  4. Турочак районĕ (аймакĕ);
  5. Улаган районĕ (аймакĕ);
  6. Усть-Кан районĕ (аймакĕ);
  7. Усть-Кокса районĕ (аймакĕ);
  8. Шебалино районĕ (аймакĕ);
  9. Чемаль районĕ (аймакĕ);
  10. Чой районĕ (аймакĕ).
Remove ads

Экономика

2021 ҫулхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Алтай Республикинчи ялти халăх йышĕ 156 450 (71%) пурăннă.

2020 çулхи ял хуçалăх продукцийĕ 10,2 млдр тĕнке (-4,1 %)[52]

Тĕп ял-хуçалăх экономика отраслĕ ку выльăх-черлĕх ĕрчетни, марал ĕрчетни тата вĕсен панты продукцийĕн усă курни, вăрманти йывăçсемпе усă курни, хурт-хăмăр ĕрчетни, имçам курăкĕсем хатĕрлени, туризм, апат культура çитĕнтересси, сад ĕрчетни тата ытти.

Remove ads

Вуламалли

  • Республика Алтай: крат. энцикл. / НИИ алтаистики им. С. С. Суразакова и др. ; гл. ред. А. С. Суразаков. — Новосибирск: АРТА, 2010. — 365 с.: ил., карты, портр.
  • Молчанова О. Т. . — Горно-Алтайское отделение Алтайского книжного издательства. — 5000 экз.

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads