Григорьева Нина Ильинична
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Ни́на Ильи́нична Григо́рьева (7.12.1938, Чиричкасси ялĕ, Чăваш АССР — 14.4.2025, Шупашкар, Чăваш Ен, РФ) — совет/раççей/чăваш театр актриси. РСФСР халăх артисчĕ (1986).
Remove ads
Биографи
1938 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче Чăваш АССР йышĕнчи Çĕрпӳ районĕн Чиричкасси ялĕнче çуралнă.
1961 çулта ГИТИСре вĕренсе тухнă.
Чăваш драма театрĕнче хăйĕн диплом спектаклĕнче У. Шекспирăн «Ромеопа Джульетта» пьесинче Джульетта ролĕпе дебюта тухнă.
1986—1996 çулсенче театр ĕçченĕсен пĕрлешĕвĕнче Чăваш уйрăмне ертсе пынă. 2000 çултанпа Чăваш культурипе ӳнерĕн патшалăх институчĕн актёр ӳнерĕн кафедринче вĕрентет.
2025 çулхи акан 14-мĕшĕнче ĕмĕрĕн 87-мĕш çулĕнче пĕвер ракĕ чирĕпе асапланса Шупашкарта вилсе кайнă[1].
Килйышĕ
Упăшка— Григорьев Николай Данилович (1939 çур.), РСФСР халăх артисчĕ (1989).
- икĕ хĕр
- виçĕ мăнук[2].
Remove ads
Чыслани
Асăрхавсем
Литература
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads