Данилов Николай Фёдорович (çыравçă)

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Данилов Николай Фёдорович (1901, раштав, 10, Чĕмпĕр хули, Чĕмпĕр кĕперни — 1969, кăрлач, 28, Шупашкар, Чăваш АССР) — критик, халăх пултарулăхне пухакан, текстолог.

Данилов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Краткие факты Çуралнă вăхăт:, Çуралнă вырăн: ...

СССР ÇП пайташĕ (1934). Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ.

«Хĕрлĕ Çăлтар» орденне, медальсене тивĕçлĕ пулнă.

Remove ads

Пурнăçĕ

1901 çулхи раштавăн 10 Чĕмпĕр хулинче çуралнă.

Чĕмпĕрти чăваш вĕрентекенĕсен шкулĕнче, вĕрентекенсен семинаринче, Халăх çутĕç институтĕнче вĕреннĕ. Вăрçăра Тăван Çĕршыва хӳтĕленĕ.

«Сунтал» журнал редакциĕн секретарĕ, «Канаш» хаçатăн редакторĕн çумĕ пулса ĕçленĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ĕçленĕ.

1969 çулхи кăрлачăн 28 Шупашкарта вилнĕ.

Ӗçĕсем

К. Ивановăн, Çеçпĕл Мишшин, И. Яковлевăн, Яков Ухсайĕн, К. Турханăн тата ыттисен пултарулăхĕ çинчен статьясем çырнă.

— К.Иванов, Çеçпĕл Мишши çырнисен пуххисене ăслав хушнă пек майлаштарса кăларнă.

— Ытти халăхсен çыравçисен ĕçĕсене чăвашла, чăвашлисене вырăсла куçарнă.

Вăл пухнă халăх пултарулăхĕсем темиçе кĕнекере пичетленсе тухнă:

  • «Чувашские и народные сказки» (чăваш тата халăх юмахĕсем, 1949);
  • «Сказки и предания чувашей» (чăвашсен юмахĕсемпе халапĕсем, 1963);
Remove ads

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads