Ухсай Яков Гаврилович

From Wikipedia, the free encyclopedia

Ухсай Яков Гаврилович
Remove ads

Ухсай Яков Гаврилович (паспортри хушамачĕ Никифоров, 1911, чӳк, 26, Ĕпхӳ кĕпĕрни, Слакпуç ялĕ — 1986, утă, 7, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш сăвăçи, драматургĕ, литература тĕпчевçи, çыравçи.

Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Ухсай пӑхӑр.
Краткие факты Çуралнă чухнехи ят:, Суя ятсем: ...

СССР ÇП пайташĕ (1938 ç.)[1][2].

Remove ads

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

1911 çулхи чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Пушкăрт Республикин Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче çуралнă.

Мускав патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Унтах «Коммунар» чăвашла хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ. Ӗпхӳри НИИ ЯЛИре вăй хунă. Патăрьелти тата Чĕмпĕрти педагогика училищисенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.

1940-мĕш çултан пуçласа Шупашкарта пурăннă.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.

1986 çулхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ, Слакпуç ялĕнче пытарнă.

Remove ads

Пултарулăх ĕçĕсем

Унăн пурĕ 60 кĕнеке патнелле пичетленсе тухнă:

  • «Вут чĕлхе» (сăвăсемпе поэмăсем);
  • «Телей» (поэма);
  • «Сăсар çĕлĕк» (сăвăллă калав);
  • «Хура элчел» (сăвăллă трагеди, 1941);
  • «К.В. Иванов» (биографиллĕ очерк);
  • «Тутимĕр» (1941);
  • «Кĕлпук мучи» (1950);
  • «Ту урлă çул» (1952, 1965);

Вăл çавăн пекех К. В. Иванов пултарулăхĕ çинчен, Чăваш Енĕн юханшывĕсемпе çĕрĕсем çинчен публицистикăллă статьясем çырнă.

Чыслани

1945 çулта Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ, 1950 çулта Чăваш АССРĕн халăх сăвăçи ячĕсене тивĕçнĕ. 1971 çулта Чăваш АССРĕн К.В.Иванов ячĕллĕ патшалăх парнин, 1972 çулта А.М. Горький ячĕллĕ РСФСР патшалăх парнин лауреачĕ пулнă.

Вăрçăра Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1-мĕш тата 2-мĕш степеньлĕ медальсене тивĕçнĕ. Литературăри хастар ĕçшĕн Ленин, Октябрь Революци, Ӗçлĕх Хĕрлĕ Ялав тата «Хисеп палли» орденĕсене тивĕçнĕ.

Асăнмалăх

  • Унăн ятне 1984 çулта Чăваш Енĕн Ӗç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп Кĕнекине çырса кĕртнĕ.
  • Шупашкарта унăн ячĕпе пĕр урам ятне панă.
  • Шупашкарта çавăн пекех Яков Ухсай ячĕллĕ культура керменĕ пур.
  • Thumb
    Слакпуçри Я.Ухсай музей çурчĕ
    (музейĕ).

Вуламалли

  • Бассаргин, Б. А. Яков Ухсай : критико–биогр. очерк / Б. А. Бассаргин. – Шупашкар: Чувашкнигоиздат, 1965. – 115 с.
  • Власенко, А. Н. Яков Ухсай : лит. портрет / А. Н. Власенко. – М.: Совет. Россия, 1976. – 108 с.
  • Иванов, И. И. Творчество Якова Ухсая и развитие эпических жанров в чувашской советской поэзии : автореферат дис.на соискан. учен. степ. канд. филолог. наук / И. И. Иванов ; Морд. гос.ун–т им. Н. П. Огарева. – Саранск, 1982. – 20 с.
  • Иванов, И. И. Яркий и самобытный талант / И. И. Иванов. – Шупашкар : Чуваш. кн. изд–во, 1973. – 198 с.
  • Народность и художественность произведения Я. Г. Ухсая / НИИ яз., лит., истории и экономики при Совете Министров Чуваш. АССР. – Шупашкар, 1984. – 59 с.
  • Я. Г. Ухсай в воспоминаниях современников / [сост. А. И. Дмитриева, E. Я. Ухсай]. – Шупашкар: Калем, 2005. – 383 с.
  • Станьял, В. П. Чăваш халăх сăвăçи Ухсай Яккавĕ: пурнaçĕпе пултарулăхĕн ĕлкевĕсем / В. П. Станьял; Чaваш патшалaх гуманитари аслă ин–чĕ. – Шупашкар : ЧПГАИ, 2001. – 64 с.
  • Абрамов, В. Ухсай Яккaвĕн тĕнчинчи шыв кульчĕпе мунча рехечĕ //. Абрамов, В. Сăмахпа сăнар сипечĕ / В. Абрамов. – Шупашкар, 1998. – С. 67–71.
  • Агивер, Х. Ухсай тĕнчи / Х. Агивер // Тăван Атăл. – 1996. – № 11. – С. 3.
  • Артемьев, А. Ĕçченлĕпе пултарулăх //. Артемьев, А. Пурнăç чăнлăхĕпе писатель ăсталăхĕ / А. Артемьев. – Шупашкар, 1984. – С. 261–267.
  • Афанасьев, П. Ухсай Якковне : [сăвă] // Афанасьев, П. Пурăнатăп Атăл хĕрринче / П. Афанасьев. – Шупашкар, 1980. – С. 9–11.
Remove ads

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads