Древлянсем

From Wikipedia, the free encyclopedia

Древлянсем
Remove ads


Древля́нсем — украин Полесье тăрăхĕнче (ытларах Житомир облаçĕнче тата Киев облаçĕн анăçĕнче) пурăннă тухăç славян йăхĕ.

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Древлянсем (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Thumb
Славянcем тата вĕсен кӳршисем

Тухăç енчен вĕсен çĕрĕсем Тăнăвар таран, çурçĕр енче Припяте çитнĕ пулнă (урлă каçсан дреговичсем пурăннă). Киев Руçне пĕтĕмпех Ольга кнеçне 946 çулта кĕртнĕ.

Древлянсем, хăшпĕр историксем çулçырăвĕсене тĕпчесе пĕлнипе, дреговичсем, тăнăвар полянĕсем, кривичсем (полочансем) пекех, VI—VII ĕмĕрсенче Тăнăвар тăрăхне килсе тухнă шурă хорватсемпе, сербсемпе тата хорутансемпе хутшăннă[1][2][3].

Святослав патне Висанти императорĕ Иоанн Цимисхий çырнă хутра Игорь кнеç шăпи пирки асăрхаттарнă, ăна Ингер тенĕ. Императора Лев Диакон çапла çырнă: Игорь кнеç темле германсем çине харçăпа кайнине, тыткăна лекнине, йывăçсем тăррине çыхса иккĕне çурнине асăннă.[4]

В. В. Седов[5] волынянсене, древлянсене, полянсене тата дреговичсене тухăç славянсен кăнтăр-анăç турачĕ çинчи «дулеб группине» пухать. Аналогилле курăма И. П. Русанова, [6], Г. Н. Матюшин[7], çаплах В. В. Богуславский тата Е. И. Куксина тытаççĕ [8].

Remove ads

Генезис

Древлянсен ареалĕ Лука-Райки культурин территорипе танах пулать.

Древлянсем ята, çулçыравçи пĕлтерĕвĕсемпе, йăх вăрманта (выр. лес) пурăннинчен панă.

Антропологи

Древлянсем, малтан кунта пурăннă ăру-йăх пекех, сарлака питлĕ тата мезокефаллă тĕслĕ пулнă[9][10].

Археологи хыпарĕсем

Thumb
К. В. Лебедев. Кнеç Игорь древлянсенчен ясак пуçтарать. 945 çул.


Вилесене çунтарса пытарнă[11].

Киева пăхăнни

Асăрхавсем

Литература

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads