Кейӳ облаҫӗ
Украина ҫурҫӗр пайӗнчи администрациллӗ виҫе, облаҫ From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Кейӳ облаҫӗ (Киев облаҫӗ, укр. Київська область, Київщина) — Украина ҫурҫӗр пайӗнче вырнаҫнӑ облаҫ. Облаҫ центрӗ — Кейӳ хули, анчах администрациллӗ пайлану тӑрӑх вӑл облаҫ йышне кӗмест.
Облаҫ лаптӑкӗ — 28 131 ҫм² (Украинӑн лаптӑкӗн 4,66 %, лаптӑкпа 8-мӗш регион). 2022 ҫул вӗҫӗнче пӗлӗм тӑрӑх облаҫра 1,8 млн ҫын пурӑнать.
Вӑл Тӑнӑвар юханшывӗн вӑта юхӑмӗнче, нумайрахӑш пайӗ сылтӑм хӗрринче вырнаҫнӑ. Тухӑҫра Украинӑн Черниговпа Полтава облаҫӗсемпе, кӑнтӑр-тухӑҫра Черкассы облаҫӗпе, кӑнтӑр-анӑҫра Винница облаҫӗпе, анӑҫра Житомир облаҫӗпе, ҫурҫӗрте Беларуҫӑн Гомель облаҫӗпе чикӗленет.
Чи йышлӑ хула — Шурӑ Чиркӳ.
Кейӳ облаҫӗ 1932 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче йӗркеленӗ.
Облаҫра 7 район, 69 пӗрлешнӗ территориллӗ громада, 489 староста округӗ, 26 хула, 30 поселок, пӗтӗмпе 1182 пурӑнан вырӑн пур. Облаҫӑн ҫурҫӗр 2 пин ҫм² лаптӑклӑ пайӗнче Чернобыль ютшӑну зони вырнаҫнӑ. Славутич хули — Кейӳ облаҫӗн Чернигов облаҫӗ ҫӗрӗнчи эксклавӗ. Коцюбинское хула евӗр поселокӗ — Кейӳ облаҫӗн Кейӳ хули ҫӗрӗнчи эксклавӗ.
Remove ads
Тавралӑх
(Гомель облаҫӗ) |
||
Облаҫ ҫийӗ — Тӑнӑвар айлӑмне тайӑмпа сӑртлӑ тӳрӗмлӗх. Рельеф тӗсӗпе виҫӗ пайра пайланать. Ҫурҫӗр пайра Полесье айлӑмӗ (198 метр таран ҫӳллӗш). Сулахай хӗрринчи Тӑнӑварҫум айлӑмӗ пур, унра нумай юханшыв айлӑмӗсем пур. Тӑнӑварҫум сӑртлӑхӗ — облаҫӑн кӑнтӑр-анӑҫ пайӗнче вырнаҫнӑ — чи пайлануллӑ тата чи ҫӗкленӳллӗ облаҫ пайӗ, абсолютлӑ ҫӳллӗш — 273 метр таран.
Климат
Климат вӑхӑтлӑ континентлӗ, ҫемҫе, лайӑх нӳрӗ. Вӑтам температура: кӑрлачра −6 °C, утӑра +19,5 °C. Вегетаци тапхӑрӗн вӑрӑмӑшӗ: 198—204 кун. Активлӗ температурӑсен пӗрлешни ҫурҫӗртен кӑнтӑра 2500-ран 2700° таран хуллен ӳсӗнет. Ҫуллахи вӑхӑтра облаҫра 500—600 мм нӳрӗк ӳкет.
Ҫӗр айӗнчи усӑллисем
Облаҫра минераллӑ туниллӗ материалӗсем сарӑлнӑ тата кӑларӑнаҫҫӗ: гранит, гнейс, каолин, тӑм, кварц хӑйӑрӗ. Торф сийӗсем пур. Родон шывӗсем пур (Мироновка, Шурӑ Чиркӳ). Шурӑ Чиркӳ районӗн Пищики салинче иккӗмӗшле родон вырӑнӗ пур.
Тӑпрасем
Ҫурҫӗрте — ҫеремлӗ-кӗллӗ, юханшывсен айлӑмӗсенче — ҫеремлӗ-глейлӗ, ҫаранлӑ тата шурлӑхлӑ тӑпрасем сарӑлнӑ. Вӑтам пайра, вӑрмансем ҫумӗнче — кӗлернӗ хура тӑпра, тӗксӗм сӑрӑ тата ҫутӑ сӑрӑ вӑрман тӑприсем; кӑнтӑр районӗсенче — тарӑн сахал ҫӗрӗклӗ хура тӑпрасем пур. Сулахай хӗрринче — ҫаранлӑ хура, ҫаранлӑ солонецлӗ, тӑварак тата шурлӑхлӑ тӑпрасем тӗл пулӑнаҫҫӗ.
Облаҫӑн вӑрман фончӗн лаптӑкӗ — 675,6 пин га. Кейӳ облаҫӗн ҫурҫӗрӗнче лӑсӑллӑ тата хутӑш вӑрмансем сарӑлнӑ, нумайрахӑш лаптӑкра — тӗрлӗ курӑклӑ-пучахлӑ ҫарансемпе шурлӑхлӑ вырӑнсем. Кӑнтӑрта сарлака ҫулҫӑллӑ вӑрмансем (юман, граб, каврӑҫ, ҫирӗк, ҫӑка), тӗмӗсем, ҫарансем пур. Облаҫ икӗ ҫутҫанталӑк зонисенче вырнаҫнӑ: хутӑшнӑ вӑрмансем (Кейӳ Полесйи) тата вӑрман-хирсем. Облаҫ ҫурҫӗр пайӗнчи типӗтмен те нумай нӳрлетнӗ тата шурлӑхлӑ, айлӑмлӑхлӑ юшкӑнлӑ-зандрлӑ тата хысаллӑ ҫутҫанталӑклӑ-территориллӗ комплекссем сарӑлнӑ, кӑнтӑрта вара — улӑхлӑ-хирлӗ ҫӳллӗ пайланӑ тата хысаллӑ, вӑрманлӑ-хирлӗ ҫӳллӗ пайланӑ комплекссем вырнаҫнӑ.
Усрав-Ҫутҫанталӑк фончӗ
2016 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑларнӑ пӗлӗм тӑрӑх: Кейӳ облаҫӗнче ҫутҫанталӑклӑ-усравлӑ фондри 196 вырӑнпа объект пур (пӗтӗм лаптӑк 340421,39 га), шутласа Тӑнӑвар-Тетерев тата Залесье усравлӑ-сунарлӑ хуҫалӑхсем, 7 усравлӑх (Тӑнӑвар-Десна, Дзвонковое, Жорновка, Илья, Усовка) тата «Александрия» дендропарк (Шурӑ Чиркӳре). Вӗсенчен 171 вырӑнти пӗлтерӗшлӗ территорипе объект (пӗтӗм лаптӑк 31986,77 га), пӗтӗм патшалӑх пӗлтерӗшлӗ 23 территори (пӗтӗм лаптӑк 308434,62 га). Юлашкисенчен 1 биосферӑллӑ усрав, 2 нациллӗ ҫутҫанталӑклӑ парк, 2 регионлӑ ландшафтлӑ парк, 97 усравлӑх, 61 ҫутҫанталӑк палӑкӗ, сад-парк ӳнерӗн 14 парк-палӑкӗ тата 17 усрав вырӑнӗ.
Юханшывсем
Облаҫра нумай юханшывсем пур (10 ҫм ылта 177 юханшыв). Чи кирлӗ шывлӑ артери — Тӑнӑвар (облаҫ чиккинчи унӑн вӑрӑмӑшӗ — 246 ҫм), унӑн тӗп юпписем: сылтӑмра — Припять, Тетерев, Ирпень, Рось; сулахайра — Десна тата Трубеж. Облаҫ ҫӗрӗнче Кейӳ шыв усравӗпе Канев шывусравӗн пайӗ (вӗсем Тӑнӑварта тунӑ). Пӗтӗмпе, облаҫра — 13 шывусравпа 2 пин ытла кӳлӗ.
Remove ads
Кунҫул
1934 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Пӗтӗм Украина Тӗп Ӗҫтӑвакан Комитечӗн 12 пуххин 4 сессийӗ «УССР ҫӗрӗнчи облаҫ ӗҫтӑвакан комитечӗсен йӗркелени ҫинчен»[2] йышӑну кӑларнӑ. Ку йышӑну тӑрӑх Украина ҫӗрӗнче 5 облаҫ туса хунӑ, Кейӳ облаҫӗ вӗсенчен пӗри. 1932 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Кейӳ облаҫне 100 территориллӗ виҫесем кӗнӗ: 98 район та 2 хула канашӗ (Кейӳ те Житомир).
Ҫав вӑхӑтри Кейӳ облаҫӗн администрациллӗ-территориллӗ чиккисем хальхи чикӗсемпе танлаштарсан — нумайтарах пулнӑ. Кейӳ облаҫӗн йышне хальхи Винница, Житомир, Полтава, Харьков, Черкассы, Чернигов облаҫӗсен районӗсем кӗнӗ.
1934 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Харьковран Кейӗве УССР-ӑн тӗп хули куҫарса кайнӑ. 1935—1937 облаҫ йышӗнчи Коростень тата Новоград-Волынский округӗсем пулнӑ. 1937 ҫулта, Житомирпе Полтава облаҫӗсене туса хунӑ чух Кейӳ облаҫӗнчен вӗсене Коростень хули, Новоград-Волынский хули тата Житомир облаҫӗн 28 районӗсем, Полтава облаҫӗн 4 районӗсем уйӑрса панӑ[3][4].
Кейӳ, республика пӗлтерӗшлӗ хула пулнӑран ун патӗнчи хула ҫум аталаннӑ ҫӗрӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа та облаҫ йышӗнче Кейӳ ял районӗ йӗркеленӗ (1943 ҫултан — Кейӳ-Святошин районӗ). 1939 ҫулта Кировоград облаҫӗ туса хунипе ун йышне 5 район кӗртнӗ. 1939 ҫулта облаҫра 53 район пулнӑ. Тӗрлӗ вӑхӑтра Кейӳ облаҫӗн районӗсен шучӗ нумай хут улшӑннӑ: 1941 — 53, 1946 — 53, 1954 — 35, 1960 — 31, 1963 — 13, 1965 — 19, от 1974 — 25[3].
1954 ҫулта Черкассы облаҫӗ йӗркеленӗрен ун йышне 19 район кӗртнӗ (Полтава облаҫӗнчен 2 район)[3].
2023 ҫулхи пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Кейӳ облаҫ канашӗн саккӑрмӗш пуххи Кейӳ тӑрӑхӗн администрациллӗ-территориллӗ виҫи пек никӗсленӳ вӑхӑчӗ 842 ҫул йышӑннӑ[5]. Ҫав вӑхӑтра ҫул ҫырӑвӗнче пӗррмӗш хут «Русская земля» (Вырӑс/Руҫ ҫӗрӗ) тени тӗл пулнӑ[6].
Remove ads
Администрациллӗ-территориллӗ тытӑмлӑх

Пӗтӗм пӗлӗмсем
Облаҫӑн администрациллӗ центрӗ — Кейӳ хули
Облаҫ йышӗнче:
- 7 район[7];
- 69 территориллӗ громада, вӗсенче:
- 24 — вырӑн громади
- 23 — посёлок громади
- 22 — ял громади
- 2 хуласенчи район;
- 1182 пурӑнан вырӑнсем, вӗсенче:
- 56 хула евӗрли, вӗсенче:
- 26 хула, вӗсенче:
- 13 облаҫ пӗлтерӗшлӗ хула;
- 13 район пӗлтерӗшлӗ хула;
- 30 — хула евӗрлӗ посёлок;
- 26 хула, вӗсенче:
- 1126 ял евӗрли, вӗсенче:
- 1121 — ял;
- 5 — посёлок.
- 56 хула евӗрли, вӗсенче:
Хулари хӑй тытӑмлӑх системинче:
- 7 — район канашӗ;
- 24 — хула канашӗ;
- 23 — посёлок канашӗ;
- 22 — ял канашӗ.
Районсем
Халӑх йышӗ тытӑмӗ
Облаҫри чи пысӑк халӑх — украинсем. Ҫакӑн пек кунта вырӑссем, белоруссем, поляксем, эрменсем, молдовансем, еврейсем тыты ыттисем пурӑнаҫҫӗ.
2001 ҫулта Кейӳ облаҫӗнчи пурӑнакан халӑхсем[8]:
Халӑх йышлӑхӗ — 63,01 ҫын/ҫм² (2005). Чи йышлӑхлӑ облаҫӑн вӑтамӗпе кӑнтӑрӗ.
Чи пысӑк пурӑнан вырӑнсем
Хулари халӑх йышӗ — 61,1 % (2010)[9]. Пысӑк хуласем: Шурӑ Чиркӳ, Борисполь, Бровары, Ирпень‚ Фастов. Кейӳ хули облаҫа кӗментен ят-йышра вӑл палӑртман.
| Шурӑ Чиркӳ | ▬208,7 | Вышгород | ▲32,4 |
| Бровары | ▲109,5 | Переяслав | ▼26,6 |
| Борисполь | ▲63,7 | Славутич | ▼24,7 |
| Ирпень | ▲62.5 | Яготин | ▼19,3 |
| Фастов | ▼44,8 | Гостомель | ▲17,5 |
| Вишнёвое | ▲42,5 | Коцюбинское | ▲17,2 |
| Васильков | ▼37,3 | Украинка | ▲16,3 |
| Буча | ▲37,0 | Березань | ▼16,2 |
| Боярка | ▼35,3 | Богуслав | ▼16,0 |
| Обухов | ▲33,4 | Сквира | ▼15,4 |
Remove ads
Айӑп
2012 ҫулхи пӗлӗм тӑрӑх, Кейӳ облаҫӗнчи 10 пин ҫын ҫине айӑп шайӗ: 88,3 айӑп, вӗсенчен 40,2 йывӑрри те питӗ йывӑрри[12].
Хуҫалӑх
Облаҫри экономика — нумай отрасльлӗ кӑткӑс комплекс, унӑн ятарлӑхӗ йывӑр промышленноҫа ҫӑмӑл тата апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗпе тата тырӑ-чӗкӗнтӗр тата аш-сӗт отраслӗнче пысӑк хастар ял хуҫалӑхӗпе пӗрле аталаннипе палӑрать.
Промышленоҫ
Ăслӑлӑхпа технологи аталанӑвне палӑртакан отрасльсем (машинотунипе металлӗҫлени, ҫав шутра хатӗрсем туни, электроника, энергетика, ҫӑнӑх металлургийӗ, хими тата нефть химийӗ), ҫавӑн пек микробиологи тата картон тата хут туса кӑларакан енсем хӑвӑрт аталанаҫҫӗ. Районта Триполье ӐЭС, Кейӳ ГЭС, Кейӳ ГАЭС вырнаҫнӑ. Машинотуни тата металлӗҫлени отраслӗсен предприятийӗсем хими хатӗрӗсем, выльӑх-чӗрлӗх тата выльӑх апачӗ туса илмелли машинӑсем, экскаваторсем, мелиораци хатӗрӗсем, суту-илӳ предприятийӗсем валли технологи хатӗрӗсем, ҫавӑн пек хуҫалӑх таварӗсем туса кӑлараҫҫӗ. Кейӗвӗн тухӑҫ енчи Пролески хулинче Борисполь автобус савучӗ ӗҫлет. Савут пӗр ҫулта тӗрлӗ модификациллӗ 1700 автобус туса кӑларать. Савут «Эталон» автомобиль ӑслӑлӑх тӗпчев институчӗпе хастар хутшӑнса ӗҫлет.
Хими тата нефть химийӗн промышленоҫӗн хастар предприятийӗсем: Шурӑ Чиркӳ шинӑсен тата резина-асбест япалисен кӑларакан пӗрлешӗвӗ тата резина-техника япалисен савучӗ, Бровары пластмасса савучӗ. Микробиологиллӗ промышленоҫ: Триполье биохими савучӗ. Обухов картон-хут комбиначӗ ӗҫлет. Апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗн предприятийӗсем: сахӑр савучӗсем (Яготинпе Гребёнки хеп-ре), сӗт, ҫу тӑвакан, спирт, крахмал, консерва савучӗсем, чӑх комбиначӗсем.
Облаҫ ҫӗрӗнчи 21 выльӑх апачӗ тӑвакан савут ӗҫлет. Çӑмӑл промышленноҫа ҫӗвӗ, тӗрӗ-сӑран, йӗтӗн ӗҫлениллӗ отрасльсен промышленоҫӗн предприятийӗсем кӗреҫҫӗ (вӗсем Переяслав-Хмельницкий, Фастов, Сквира, Шурӑ Чиркӳ, Бровары, Богуслав, Васильков тата ытти хуласенче вырнаҫнӑ). Вырӑнти минераллӑ-чӗртаварлӑ тата вӑрман пуянлӑхне тӗпе хурса туниллӗ те йывӑҫлӑ промышленноҫ аталанать: тимӗр-бетон япалисен (Шурӑ Чиркӳ, Бровары, Вышгород), кирпӗч, гранит ӗҫлени (Буча), кӗленче, санитари-техника япалисен савучӗсем. Богуславпа Шурӑ Чиркӳ патӗнчи гранит кӑларни пур.
Обраҫра Кейӳ тата Шурӑ Чиркӳ промышленоҫлӑ йӑллисем йӗркеленнӗ. Шурӑ Чиркӳ йӑллин ятарлӑхӗ: хими тата машинотуни промышленоҫ, ӑна апат-ҫимӗҫ промышленоҫӗ хушать. Обраҫри нумай отрасльлӗ промышленоҫ центрӗсенчен чи пысӑккисем — Кейӳ промышленоҫлӑ йӑллине кӗрекен Бровары, Фастов, Васильков тата Борисполь.
Ялхуҫалӑх комплексӗ
Ял хуҫалӑхӗн тытӑмлӑхӗнчи пӗтӗмӗшле продукципе пӗрремӗш вырӑнта: выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетни (54,7 %, 1985 ҫул). Облаҫра ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗр лаптӑкӗ 1 771 пин гектар шутланать. Шӑваракан ҫӗр лаптӑкӗ 122 пин те 300 гектар, шыв юхтаракан ҫӗр лаптӑкӗ 176 пин те 800 гектар. Чи пысӑк шӑвармалли тытӑм — Бортницкая. Облаҫӑн ял хуҫалӑх комплексӗ аталаннӑ пысӑк тухӑҫлӑхлӑ тыр-пул хуҫалӑхӗпе (тӗп культури — кӗрхи тулӑ), промышленоҫ культурисем (сахӑр чӗкӗнтӗрӗ, вӑрӑм йӗтӗн), ҫӗрулми, пахча ҫимӗҫ туса илнипе палӑрса тӑрать.
Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетни аш-сӗт япалисем, ҫӑмарта туса илнипе ӗҫлет. Облаҫри пур районта выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетни малта пырать; унсӑр пуҫне сысна ӗрчетни, кайӑк-кӗшӗк ӗрчетни вӑрман-хир зонинче палӑрмалла аталаннӑ. Кролик, хурт-хӑмӑр ӗрчетни, пулӑ хуҫалӑхӗ те аталаннӑ
2010 ҫулта облаҫра икӗ миллион тонна ытла тырӑ ҫапнӑ. Вӑтам тухӑҫлӑх: пӗр гектартан 34 центнер тухнӑ.
Транспорт
Чукун ҫул транспорчӗ аталаннӑ. Чукун ҫулсен усӑ куракан вӑрӑмӑшӗ: 1100 км (2008 ҫул). Облаҫ ҫӗрӗ урлӑ малалла линисем лартнӑ: Кейӳ — Львов, Кейӳ — Днепр — Донецк т.ы.т.
Электрофикациленӗ чукун ҫулӑн хула ҫумӗнчи пайӗсем: Кейӳ — Фастов — Казатин , Кейӳ — Фастов — Мироновка, Кейӳ — Тетерев, Кейӳ — Нежин, Кейӳ — Яготин, Кейӳ — Гребёнка. Чукун ҫул йӑлли: Кейӳ, Фастов, Мироновка.
Автомобильлӗ ҫулсен вӑрӑмӑшӗ — 7760 ҫм, вӗсенчен хытӑ витӗмпе — 7489 ҫм. Чи кирлӗ автомобильлӗ ҫулсем: Кейӳ — Одесса, Кейӳ — Харьков, Кейӳ — Чернигов, Кейӳ — Ковель, Кейӳ — Житомир.
Кимӗҫӗлӗх: Тӑнӑвар, Десна, Припять тӑрӑх.
Кейӳре — «Кейӳ» аэропорт (ӗлӗкхи Жуляны) пур. Ҫар аэродромӗсем: Шурӑ Чиркӳпе Ирпеньте. Газ пӑрӑхӗ: Уренгой — Помары — Ужгород, Шебелинка — Полтава — Кейӳ.
Remove ads
Экономика
Кейӳ облаҫӗн пӗтӗмӗшле регион продукчӗ 2016 ҫулта 128 пин те 638 млн гривна пулнӑ.
Украина статистика комитечӗн пӗлӗмӗсем тӑрӑх[13].
Remove ads
Паллӑ ҫынсем
- Билорус Олег Григорьевич (1939 ҫ. юпан 14, Фастов районӗ, Червоное ялӗнче ҫуралнӑ) — украин политикӗ тата дипломачӗ.
- Бжеская Валентина Ефимовна (1896, Шурӑ Чиркӳ — 1977 ҫ. кӑрлачӑн 13, Кейӳ) — украин сӑвӑҫӗ.
- Борозенко-Конончук Александр Евстафьевич (1891 ҫ. утӑн 8 — 1918 ҫ. кӑрлачӑн 29) — Круты ҫапӑҫӑвӗн хутшӑнаканӗ.
- Бронштейн Давид Ионович (1924 ҫ. нарӑсӑн 19, Шурӑ Чиркӳ, Украина — 2006 ҫ. раштавӑн 5, Минск, Беларуҫ) — гросмейстер.
- Вовченко Иван Антонович (1905 ҫ. кӑрлачӑн 12, Кирданы — 1976 ҫ. юпан 28, Кейӳ) — совет танк ҫарӗсен генерал-майорӗ.
- Ганкевич Николай Антонович (Кейӳ кӗпӗрни, Васильков уесӗ, Юзефовка — 1918 ҫ. кӑрлачӑн 29, Круты) — Круты ҫапӑҫӑвӗн хутшӑнаканӗ.
- Горчинский Анатолий Аркадьевич (1924 ҫ. утӑн 24, Фастов — 2007 ҫ. кӑрлачӑн 6) — украин композиторӗ, юрӑҫи (баритон), режиссёр.
- Гребенко Фёдор Прохорович (1887—1919, Лесовичи) — Тараща пӑлханӑвӗн ертӳҫи.
- Драч Иван Фёдорович (1936 ҫ. юпан 17, Тетиев районӗ, Тележинцы) — украин сӑвӑҫӗ, куҫаруҫи, киносценарисчӗ, драматургӗ, патшалӑх тата элтеш ӗҫченӗ.
- Заболотный Владимир Игнатьевич (1898 ҫ. ҫурлан 13 — 1962 ҫ. ҫурлан 3) — украин архитекторӗ.
- Зленко Анатолий Максимович (1938 ҫ. ҫӗртмен 2, Ставище) — Украина ютҫӗр ӗҫӗсен пӗрремӗш министрӗ.
- Клепацкий Павел Григорьевич (1885 ҫ. кӑрлачӑн 12 — 1938 хыҫҫӑн) — кунҫулҫӑ, вӗрентӳҫӗ, Украина Тӗп радин хутшӑнаканӗ.
- Козловский Иван Семёнович (1900 ҫ. пушӑн 24, Марьяновка — 1993 ҫ. раштавӑн 21, Мускав) — юрӑҫӑ.
- Комиссаренко Василий Павлович (1907 ҫ. кӑрлачӑн 14, Черняхов — 1993 ҫ. акан 7, Кейӳ) — эндокринолог тата патофизиолог, Украинӑн МӐА тата ӐНА академикӗ.
- Короленко Иосиф Федосеевич (1902—1978) — ҫар ҫынни, артирели генерал-майорӗ.
- Костенко Лина Васильевна (1930 ҫ. пушӑн 19, Ржищев) — украин ҫыравҫӑ-утмӑлмӗшӗ.
- Левченко Яков Прокопович (1883, Кейӳ кӗпӗрни, Богуслав районӗ, Саварка — 1938 ҫ. кӑрлачӑн 11, Ленинград) — Украина Тӗп радин секретарӗ
- Мазепа Иван Степанович (1639 ҫ. пушӑн 20, Мазепинцы — 1709 ҫ. авӑнӑн 17, Варница) — украин ҫар, политикӑллӑ, патшалӑх ӗҫченӗ.
- Мороз Александр Александрович (1944 ҫ. нарӑсӑн 29, Тараща районӗ, Буда) — украин политикӗ тата элтеш ӗҫченӗ.
- Педченко Григорий Николаевич (1955 ҫ. кӑрлачӑн 3, Фастов районӗ, Дорогинка — 2018 ҫ. раштавӑн 13) — украин ҫар ҫынни тата элтеш ӗҫченӗ.
- Печерский Феодосий (1029, Васильков — 1074 ҫ. ҫӑвӑн 3, Кейӳ) — Православи чиркӗвӗн святуйӗ, сӗреевӗрлӗхли.
- Полозун Игорь Юрьевич (1985 ҫ. нарӑсӑн 29, Кейӳ) — Буча районӗн патшалӑх администраийӗн пуҫлӑхӗ.
- Попович Павел Романович (1930 ҫ. юпан 5, Узин — 2009 ҫ. авӑнӑн 29, Крым, Гурзуф) — № 4 совет космос вӗҫевҫи, пӗрремӗш украин космонавчӗ.
- Самойленко Григорий Васильевич (1935 ҫ. ҫӑвӑн 1, Вышгород районӗ, Ҫӗнӗ Петровцы — 2025 ҫ. нарӑсӑн 2, Нежин) — украин филологӗ, литература пӗлӳҫи, Украина ӑслӑлӑхпа техника тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, филологи пӗлӗвӗсен тухтӑрӗ (1988), професор (1989).
- Сидоренко Пётр Иванович (1907—1985) — артирели генерал-лейтенанчӗ, Совет Пӗрлешӗвӗн Паттӑрӗ.
- Сердюк Александр Иванович (1900—1988) — театрпа кино актёрӗ, ССРП халӑх артисчӗ (1951).
- Сом Николай Данилович (1935 ҫ. кӑрлачӑн 5, Требухов — 2013 ҫ. пушӑн 27) — украин сӑвӑҫ-утмӑлмӗшӗ.
- Сулима Иван Михайлович (XVI ӗм. вӗҫӗ, Рогощи — 1635 ҫ. раштавӑн 12, Варшава) — Запорожье реестрленмен касакӗсен гетманӗ.
- Тетеря Павел Иванович (1620—1670 ҫулхи ака уйӑхӗ, Осман империйӗ, Эдирне) — украин ҫар, политикӑллӑ, патшалӑх ӗҫченӗ.
- Улашин Генрих Владимирович (1874—1956) — вырӑс тата поляк филолог ӑслӑхҫи, философи тухтӑрӗ, професор.
- Шевченко Андрей Николакевич (1976 ҫ. авӑнӑн 29, Яготин районӗ, Дворковщина) — украин футболисчӗ.
- Шовкошитный Владимир Фёдорович (1956 ҫ. утӑн 16, Переслав-Хмельницкий районӗ, Свитанок) — сӑвӑҫ, прозӑҫӑ, публицист.
- Шолом-Алейхем (Рабинович Шолом Нохумович/Соломон Наумович) (1859 ҫ. пушӑн 2, Переяслав, Раҫҫей империйӗ — 1916 ҫ. ҫӗртмен 13, АПШ, Нью-Йорк) — еврей идишле ҫыракан ҫыравҫи.
Remove ads
Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем
Телекурав
Регионти
- «Суспільне Київ»
Вырӑнти
- «Київ TV» (Кейӳ)
- «Крокус TV» (Шурӑ Чиркӳ)
- «Еспресо TV» (Шурӑ Чиркӳ)
- «Авіс» (Макаров)
- «Погляд Київщина» (Буча)
- «Альта» (Переяслав)
- «ТРС» (Мироновка)
Радиостанцисем
Регионти
- «Українське радіо. Київ»
Вырӑнти
- «Радіо Поліс» (Яготин)
- «Радіо-Макарів» (Макаров)
- «Бліц FM» (Шурӑ Чиркӳ)
- «Бориспіль FM» (Борисполь)
- «Богуслав FM» (Богуслав)
- «Радіо Київ 98 FM» (Кейӳ)
- «Стояночка FM» (Володарка)
- «Європа Плюс» (Кейӳ)
Кунҫулпа этеплӗхӗн паллӑ вырӑнӗсем, палӑксем
Облаҫ ҫӗрӗнчи: 2968 археологи палӑкӗ (вӗсенчен 18 — наци пӗлтершӗлӗ), 2573 кунҫул палӑкӗ (вӗсенчен 3 — наци пӗлтерӗшлӗ), 208 археологипе хула туни палӑкӗ (вӗсенчен 91 — наци пӗлтерӗшлӗ), 257 монумент ӳнерӗн палӑкӗ вырнаҫнӑ. Кейӳ облаҫӗн 8 пурӑнан вырӑнӗсем Украинӑн министрсен кабинечӗн 2001 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен № 878 Йышӑнӑвӗ тӑрӑх «Украинӑри кунҫуллӑ хуласен ят-йышне» кӗртнӗ. Ку ят-йышра: Богуслав, Васильков, Вышгород, Переяслав, Ржищев, Фастов, Шурӑ Чиркӳ, Яготин[14].
Кейӳ облаҫӗнче Кейӳ-Ханкӑр лаврин икона ӳкермелли йӑли витӗмӗпе йӗркеленнӗ халӑхӑн уйрӑм турӑшсен ӳкермелли стилӗ пулнӑ. Святуйсене тӗксӗм хӗрлӗ е хура фон ҫинче тӗксӗм тӗслӗ тумтирпе, тӗксӗм кӑвак, тӗксӗм симӗс е хура нимбсемпе те, ҫинҫе пӑнчӑллӑ шурӑ контурпа ӳкернӗ[15]. Облаҫӑн килти турӑшӗсен пуххи — Украина турӑшӗн музейӗнче выртнӑ.
2010 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Богуславра «Героїка» нимеллӗ инициативлӗ фонд пулӑшӑвӗпе УХР армийӗнчи касаксем ячӗллӗ (Белецкий Иван Омелькович тата Бондаренко Аверк Исакович) палӑк уҫнӑ. Уҫни Кейӳ патриархлӑхӗнчи Украина православи чиркӗвӗн Микулай мӑнастирӗн картишӗнче пулнӑ. 1921 ҫулта икӗ паттӑр большевиксен хирӗҫ УХР Армийӗн иккӗмӗш ҫар ҫулӗнче хутшӑннӑ. Кӗҫӗн Миньки ҫумӗнчи хӗрлисен тыткӑнне лексе, 1921 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Бондаренкӑпа Белецкие Житомир облаҫӗнчи Базар ялӗ патӗнче ҫакса вӗлернӗ[16].
- Нумизматикӑра
- УНБ-н 5 гривнӑллӑ юбилейлӗ манечӗ — Кейӳ облаҫӗ (аверс)
- УНБ-н 5 гривнӑллӑ юбилейлӗ манечӗ — Кейӳ облаҫӗ (реверс)
2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Украина нациллӗ банкӗ облаҫа чысласа ҫаврӑнӑша 5 гривна номиналлӑ юбилейлӗ манетсене панӑ.
Remove ads
Чыслани
1958 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ССРП Мӑн Канашӗн Президиумӗн йышӑнӑвӗпе Кейӳ облаҫне Ленин орденӗ чысласа панӑ.
Тӑван регионсем
Анатри Австри[17]
Ҫавӑн пек пӑхӑр
- Кейӳ Руҫӗ
- Кейӳ кнеҫлӗхӗ
- Кейӳ кӗпӗрни
- Кейӳ тӑрӑхӗ
- Кейӳ облаҫ канашӗ
- Кейӳ облаҫӗн патшалӑх администрацийӗ
- Триполье культури
Асӑрхавсем
Вуламалли
Каҫӑсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads


