Евсевьев Макар Евсевьевич
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Евсевьев Макар Евсевьевич, — халăх пултарулăхне пухакан, çыравçă, этнограф, историк. 1864 çулхи кăрлачăн 18-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăс ялĕнче (ирç. Цярмун, выр. Малые Кармалы) çуралнă. 1931 çулхи çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче Хусанта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
Remove ads
Пурнăçĕ
Хусанти ют йăх вĕрентекенĕсен семинарийĕнче, Хусан патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ. Хусанти вĕрентекенсен семинаринче, ытти аслă вĕренӳ керменĕсенче вĕрентнĕ.
Ирçе Çармăс ялĕнче ăна хисеплесе палăк лартнă.
Ӗçĕсем
Мордва чĕлхисем валли вĕренӳ кĕнекисем çырнă. Мăкшăсемпе ирçесен халăх пултарулăхне пухнă.
Çак кĕнекесене пичетлесе кăларнă:
- «Основы мордовской грамматики» (Мордва грамматикин никĕсĕ, 1926)
- «Эрзянские сказки» (Ирçе юмахĕсем, 1928);
- «Эрзянские песни» (Ирçе юррисем, 1928);
- «Мордовская свадьба» (Мордвасен туйĕ);
- «Эрзянско-русский словарь» (Ирçе-вырăс сăмахсарĕ);
- тата ыттисене.
Çавăн пекех пăхăр
- Юртов Авксентий Филиппович - создатель первого эрзянского букваря на основе кириллицы (1884 г.) 2017 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
Асăрхавсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads