Екатериновка районӗ

Сарӑту облаҫӗнчи муниципаллӑ район From Wikipedia, the free encyclopedia

Екатериновка районӗ
Remove ads

Екатериновка районӗ (выр. Екатериновский район) — Сарӑту облаҫӗн (РФ) администрациллӗ-территориллӗ виҫи (район) тата муниципаллӑ йӗркеленӗвӗ (муниципаллӑ район).

Краткие факты Патшалăх, Статус ...

Администрациллӗ центрЕкатериновка хула евӗр посёлокӗ.

Remove ads

Тавралӑх

Район Атӑл сӑртлӑхӗн сылтӑм хӗррин ҫурҫӗр-анӑҫра Медведицӑпа Хопер юханшывӗсем хушшинче, Пенза облаҫӗпе юнашар вырнаҫнӑ.

Район урлӑ Атӑлҫум чукунҫулӗн пайӗ (АткарскРтищево) иртет[3].

Пӗтӗм усӑ курмалли автоҫулсен вӑрӑмӑшӗ — 259,2 ҫухрӑм.

Чикӗсем

Подробнее Ен, Район е облаҫ ...
Remove ads

Кунҫул

1928 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗнче Анатри Атӑл крайӗнчи Сарӑту округӗн йышӗнче Екатериновка районӗ туса хунӑ.

1934 ҫултан Сарӑту крайӗн, 1936 ҫултан Сарӑту облаҫӗн йышне кӗрет.

1958 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗнче Екатериновка районӗн йышне пӑрахӑҫланӑ Салтыковка районӗ ҫӗрӗн пайӗ[4] тата 1960 ҫулхи ҫӑвӑн 19-мӗшӗнче пӑрахӑҫланӑ Бакуры районӗ ҫӗрӗн пайӗ[5] кӗртнӗ.

1963 ҫулта район пӑрахӑҫланӑ, 1965 ҫулта тепре йӗркеленӗ[6].

2005 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче муниципаллӑ йӗркеленӳ пек Екатериновка муниципаллӑ районӗ йӗркеленӗ[7].

Remove ads

Халӑх

Подробнее Халăх йышĕ ...

Екатериновкӑра районӑн пурӑнан халӑхӗн 31.96 % пурӑнать.

Муниципаллӑ тытӑмлӑх

Екатериновка муниципаллӑ районне 11 муниципаллӑ йӗркеленӗвӗ кӗрет, вӗсенчен 1 хула тӑрӑхӗ тата 10 ял тӑрӑхӗ[20][21]:

Подробнее №, Муниципаллӑ йӗркеленӳ ...

Муниципаллӑ пайланӑвӗн кунҫулӗ

2005 ҫулта вырӑнти хӑйтытӑмлӑха пурнӑҫлас тесе 1 хула тата 13 ял тӑрӑхӗ йӗркеленӗ[20][22]. 2013 ҫулта малалла муниципаллӑ йӗркеленӳсем (МЙ) пӑрахӑҫланӑ: Комаровка МЙ (Бакуры МЙ-н йышне кӗртнӗ[23]), Вязовка МЙ (Сластуха МЙ-н йышне кӗртнӗ[24]). 2018 ҫулта Прудовой МЙ (Новосёловка МЙ-н йышне кӗртнӗ[25]).

Remove ads

Пурӑнан вырӑнсем

Екатериновка районӗнче 57 пурӑнан вырӑн пур, вӗсенчен 56 ял тата 1 хула (ӗҫ посёлокӗ) пурӑнан вырӑнӗ пур.

Подробнее Пурӑнан вырӑнсен ят-йышӗ, № ...
Пӑрахӑҫланӑ пурӑнан вырӑнсем
  • 2001 ҫ. — Первомайский, Целинный тата Степной посёлокӗсем, Турзовка тата Шинка салисем, Николаевка[27] тата Юсуповка ялӗсем[28].
  • 2009 ҫ. — Сестренки ялӗ, Александровка ялӗ, Шашкино посёлокӗ, Кондрашовка ялӗ.
Remove ads

Экономика

Районта ял хуҫалӑхӗн туни аталанӑ. Кунта нумай тавар тыррипе чӗрчун ӗрчетнин продукчӗсем тӑваҫҫӗ. Ҫу, тырӑ савучӗсемпе элеватор ӗҫлет.

Паллӑ вырӑнсем

  • Переезд салинче Михаил Архангел чиркӗвӗ упраннӑ (1906 ҫулта Византи стилӗпе тунӑ)[29].

Паллӑ ҫынсем

  • Беспалов Ефим Петрович (1910—1996) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин хутшӑнаканӗ, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ. Андреевка ялӗнче ҫуралнӑ.
  • Голяков Николай Михайлович (1923-1970) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин хутшӑнаканӗ, Хӗрлӗ флотҫӑ, 3 класлӑ шыв айӗнчи ҫар. Качеевка ялӗнче ҫуралнӑ
  • Бундин Виктор Александрович (1926—2000) — ӳкерӳҫӗ, графикӑҫӑ. Ивановка ялӗнче ҫуралнӑ.
  • Грязнов Афанасий Сергеевич (1899—1969) — совет ҫар ӗҫченӗ, Генерал-майор (1942 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗ).
  • Егоров Владимир Егорович — скульптор, РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ. 1927 ҫулхи акан 24-мӗшӗнче Екатериновка районӗнче ҫуралнӑ
  • Заварин Григорий Антонович — Совет Пӗрлешӗвӗн Паттӑрӗ.
  • Прохоров Николай Фёдорович — Совет Пӗрлешӗвӗн Паттӑрӗ.
Remove ads

Ҫавӑн пек пӑхӑр

  • Сарӑту облаҫӗн администрациллӗ-территориллӗ пайланӑвӗ
  • Сарӑту облаҫӗнчи пурӑнан вырӑнсем

Вуламалли

  • Атлас автомобильных дорог Саратовской области. Саратов, 2000.

Асӑрхавсем

Каҫӑсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads