Еланова Мария Ивановна

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Мария Ивановна Еланова (1963, нарăс, 3, Вăрнар районĕ, Чăваш АССР) - опера артисчĕ, сопрано.

Краткие факты Çуралнă чухнехи ят, Çуралнă вăхăт ...

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ (1995), Чăваш Республикин халăх артисчĕ (1997), Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ (2008).

Remove ads

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

1963 çулхи нарăсăн 3-мĕшĕнче Вăрнар районĕнче (Чăваш АССР) çуралнă.

Чулхулари М. И. Глинкă ячĕллĕ патшалăх консерваторинче вĕренсе тухнă. 1991 çултанпа - Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн солисчĕ.

1997-2000 çулсенче Вена хулинче ăсталăх курсĕсенче вĕреннĕ. Репертуарĕ: Розина ("Севильский цирюльник"), Виолетта ("Травиата"), Джильда ("Риголетто"), Констанца ("Похищение из сераля"), Недда ("Паяцы"), Лейла ("Искатели жемчуга"), Марфа ("Царская невеста"), Тоска ("Флория Тоска").

М. Еланова "Тĕрĕк Оперин Йăла Кунĕсем" (Турккă Республики, Çурçĕр Кипр) VI-мĕш фестивалĕнче Чăваш республикин ӳнер элчи пулнă. Çĕркаç ама патши ролĕпе ("Асамлă флейтă") Анкара (Турци) хулин опера театрĕн сцени çинче пултарулăхне кăтартнă. Темиçе хутчен те ăна Венăри Гизи Хеллерĕн паллă кĕвĕ салонĕнче юрлама чĕннĕ, Петĕр Дворски (Чехи, Словаки) фестивалĕн коцертĕсене хутшăннă.

Remove ads

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads