Елизово

From Wikipedia, the free encyclopedia

Елизовоmap
Remove ads

Е́лизово[1]Раççей Федерацийĕн Камчатка Енӗн хули (1975 ҫултан). Елизово районĕн администрациллӗ центрӗ, Елизово хула тӑрӑхӗ йĕркеленет. 2023 çулхи халăх йышĕ 36 199 çын[2].

Краткие факты
Remove ads

Истори

Староострожное ялĕ пекех 1848 çулччен никĕсленĕ. 18971923 çулсенче Заво́йко ятпа пулнă, паллă Камчатка кĕпĕрнатăрĕ Завойко Ваçилий ячĕллĕ, хăш 1854 çулхи Петропавловск хӳтĕлевĕн вăхăчĕнчи акăлчан-франс эскадрин десантне ăнăçла сирсе янă. 1923 çулта партизан отрячĕн командирĕ Елизов Георгий ячĕллĕ ят панă, хăш 1922 çулта Камчаткара вилнĕ[3].

Паллă вырăнсем

  • Вăта вулавăшĕ. 1928 çулта уçнă. «Библиотека на пороге XXI века» Пĕтĕмраççей конкурсĕн лауреачĕ (1997)[4]
Remove ads

Географи

Авача юханшывӗ хӗрринче, Петропавловск-Камчаткăри хулинчен хĕвеланăçалла 32 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.

Елизово хула тăрăхĕ

Хула тӑрӑхӗн чиккисемпе статусӗ 2004 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗнче Камчатка облаҫӗн № 255 «Об установлении границ муниципальных образований, расположенных на территории Елизовского района Камчатской области, и о наделении их статусом муниципального района, городского, сельского поселения» саккунӗпе йышӑннӑ[5].

Елизово хула тăрăхĕн лаптӑкӗ 127,7695 км²[6].

Хула пуçлăхĕсем

  • 2007 çулччен — Николай Михайлович Пискун[7];
  • 2008 çулхи юпа уйăхĕнчен — А. И. Цыганенко[8];
  • 2011 çули авăн уйăхĕнчен — Шергальдин Андрей Андреевич[9];
  • 2015 çулхи авăн уйăхĕнче — Рябцева Елена Ивановна[10]..

Халăх

Пурăнан вырăн 1848 çулччен никĕсленĕ. Анчах пĕрремĕш халăх çыравĕ кунта 1926 çулта кунта пулнă. Унпа кунта 239 çын пурăннă. 2023 çулхи Росстатпа кунта 36 199 çын пурăннă[2].

Пĕтĕм Раççей халăх çыравĕсемпе халăх йышĕ

Экономика

Тĕп экономика отраслĕ — пулă промышленоçĕпе пулă тытни, ялхуçалăх, туризм (Паратунка ялĕ патне кану вырăнĕсем вырнаçнă).

Транспорт

Елизово урлă Петропавловск КамчатскийУсть-Камчатск трасси выртать.

Петропавловск-Камчатский енчен Елизово хули патне Елизово тĕнчери аэропорчĕ вырнаçнă. Хулăри обществăлла транспорт — автобуссем[14][15][16].

Тăван хулисем

Асaрхавсем

Каҫaсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads