Еллиев Ефрем Васильевич

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Еллиев Ефрем Васильевич, (1907 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕ, Сĕнчел ялĕ, Аксу районĕ, Тутарстан1942 çулхи чӳк уйăхĕнче Калинин фрончĕ)— чăваш прозăçи, драматургĕ.

Краткие факты Çуралнă вăхăт:, Çуралнă вырăн: ...

СССР ÇП 1962 çулта вилнĕ хыççăн илнĕ.

Remove ads

Пурнăçĕ

Ефрем Еллиев 1907 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕнче Тутарстанăн Аксу районĕнчи Сĕнчел ялĕнче çуралнă. Вырăнти ял шкулĕнче вĕренсе тухсан Чистай педагогика техникумĕнче пĕлĕвне ӳстернĕ.

1926-1932 Сĕнчел, Анат Палантин, Егоркино тата Саврушкино (Тутарстан) ялĕсенче вĕрентӳçĕ пулса ĕçленĕ.

Мускав университетĕнче, Хусан пединститучĕн вырăс чĕлхипе литературин факультечĕнче пĕлӳ пухнă хыççăн 1935-1941 çулсенче Аксу педагогика училищинче чăваш тата вырăс чĕлхисен вĕрентӳçĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.

1941 çулта Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан ирĕк кăмăлĕпех салтака тухса кайнă. 1942 çулхи чӳк уйăхĕнче Калинин фрончĕнче паттăрлă çапăçса пуçне хунă.

Remove ads

Пултару ĕçĕсем

Калавсем, очерксем, пьесăсем çырнă. «Хапха», «Чĕн тилхепе», «Арăм» калавсем паян та лайăх вуланаççĕ. «Пирĕн телей çавăн пек» пьесине Çамрăксен театрĕ ăнăçлă лартать.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Калавсем» (1963);
  • «Суйласа илнисем» (1973);
  • «Рассказы» (Калавсем, вырăсла, 1983);
  • тата ыттисем.

Вуламалли

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads