Еремеев Владимир Вениаминович
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Влади́мир Вениами́нович Ереме́ев (авăн. 25 1963[1], Куйбышев облаçĕ Похвиçнĕ районĕ Анатьял — пуш, 6 2018, Хмеймим, Сири) — раççей çарпуçĕ, генерал-майор, Раҫҫейӗн Хӳтӗлев министерствинче Тӗрӗслевпе надзор тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ[2].

Remove ads
Кун-çулĕ
Унӑн амӑшӗ колхозра ӗҫленӗ, ашшӗ водитель пулнӑ.
1979-мĕш çулта Анатьял шкулĕнче 8 класс пĕтерсен Свердловскри суворов çар училищине вĕренме кĕнĕ. Унтан Челепири танк училищинче вӗреннӗ. Малтан Чехословакире хӗсметре тӑнӑ, кайран — Калининградра. Калининградра Владимир Еремеев полк командирӗ пулнӑ, кайран — Балти флотӗнчи ҫыран хӗрри ҫарӗсен штаб пуҫлӑхӗ [3].
2012-2014-мĕш çулсенче 27-мĕш уйрăм гварди мотоперевçĕсен Хĕрлĕ Ялавлă Севастополь бригадине ертсе пынă. 2016-меш çулта Раççей Федерацин Хĕçпăшалла Вăйĕсен Генераллă штабĕн çар академинчен веренсе тухнă[4].
Remove ads
Вилни
Владимир Вениаминович Еремеев генерал-майор 2018-мĕш çулхи пушăн 6-мĕшĕнче Сирире командировкăра пулнă вăхăтра Ан-26 самолётăн катастрофинче вилнĕ[5].
Генерал-майора Мускав облаҫӗнчи Мытищи хулинчи Федерацин ҫар мемориалӗн ҫӑвине пытарнӑ.[6]. Унта «Сыны отечества» (чӑв. Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем) юлташлӑхӑн Мускаври организацийӗн пайташӗсем, пурӗ 16 ҫын, хутшӑннӑ.
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads