Сири

From Wikipedia, the free encyclopedia

Сири
Remove ads

Сири (арап. سورية‎‎), официаллӑ ячӗ Сири Арап Республики (арап. الجمهورية العربية السورية‎‎), — Ҫывӑх Тухӑҫри патшалӑх. Тӗп хули — Дамаск.

Thumb
Thumb
Thumb

Тавралӑхӗ

Сири кӑнтӑр-анӑҫра Ливанпа, Израильпе, кӑнтӑрта Иорданипе, тухӑҫра Иракпа тата ҫурҫӗрте Турципе чикӗленет. Анӑҫ енче — Вӑтаҫӗр тинӗсӗ Сири ҫыранӗсене хумӗсемпе ҫапать.

Кун-ҫулӗ

Авалхи Сири

Ислам самани

Франци мандачӗ

Хальхи самана

Сирири пурăнан халăх

Тĕп статья: Сирири пурăнан халăх
Thumb
Сирири демографи. Вертикаллĕ тĕнĕлĕпе — пурăнан халăх, пин çын. Горизонталлипе — çул.
Thumb
Пурăнан халăх йышлăхĕ
Thumb
Сирири пурăнан халăх çул ӳсĕм-арлăх пирамиди, 2020 çул.

Пĕрлешĕннĕ Нацисен Орнанизацийĕ пурăнан халăх облаçĕңчи панисемпе, Сирире пурăнан пĕтĕм халăх йышĕ 2011 çулта 20,8 млн çын пулнă, çав шутра 10,5 млн арçын тата 10,3 млн хĕрарам; хулара пурăнан халăх пайĕ — 56 %, 2010—2015 çулсенче халăх йышĕ ӳссе пынă темпĕ — 1,7 %, пурнăç вăрăммăшĕн кĕтĕмĕ 74 çул (арçынсемшĕн) тата 78 çул (хĕрарăмсемшĕн)[1].

Халăх ытларахăшĕ Вăтаçĕр тинĕсĕн хĕрринче тата Евфрат çыранĕсенче вырнаçнă. Пурăнан халăх йышлăхĕ — 103 çын/км². Сирире 6 çултан 11 çула çити тӳлевсĕр пĕлӳ параççĕ, ăна пурин те илмелле. Шкулта 12 çул вĕренĕвĕнче 6 çул пуçламăш шкул, виçĕ çул пĕтĕмĕшле пĕлӳ лесси тата тепĕр виçĕ çул университета вĕренме кĕмешкĕн ятарлă хатĕрленесси. Сири гражданĕсен 15 çултан аслăраххисем хушшинче хута пĕлни арçынсен 86 %, хĕрарăмсен 73,6 % шутланать.

Шĕкĕр хуласем

Подробнее Сири хулисем, Ячĕ ...

Этнос йышĕ

Thumb
Сирири пурăнан халăхăн этнос-тĕн йышĕн картти 1976 çул тĕлне.

Сири арабĕсем (çав шутра 400 пине яхăн палестинăри таракансем) çĕршывра пурăнакан 80 % яхăн шутланать[2][3].

Тĕн йышĕпе

Thumb
Алеппăри Аслă мечете пуççапни.
Çак категорин тĕп статьи çук — Сирии тĕн. Ăна çырса Эсир проекта пулăшма пултаратăр.
Çак категорин тĕп статьи çук — Сирири христианлăх. Ăна çырса Эсир проекта пулăшма пултаратăр.
Çак категорин тĕп статьи çук — Сирири католицизм. Ăна çырса Эсир проекта пулăшма пултаратăр.
Çак категорин тĕп статьи çук — Сирири протестантизм. Ăна çырса Эсир проекта пулăшма пултаратăр.
Çак категорин тĕп статьи çук — Сирири ислам. Ăна çырса Эсир проекта пулăшма пултаратăр.

Сирири тĕне тытвссипе чи йышли ислам пулать; 2010 çулта мăсăльмансем çĕршыври 93 % халăхĕ шутланаççĕ[4]. Мăсăльмансен чылайрахăшĕ — суннитсем (74 %[5]), ытларах Ханафит мазхабĕ йăлипе. Çĕршывра çаплах исламăн шиит тĕлĕшĕпе пурăнакан çын нумай (13 %[5]), вĕсем алавитсем, исмаилитсем тата вуниккĕллĕ шиитсем. Сири 3 % яхăн халăх — друзсем[6], вĕсен тĕнри вырăнне классификацилеме йывăр.

Thumb
Алеппăри сăв. Илия Маронит чиркĕвĕ

Христиансен йышĕ 2010 çул тĕлне халăхăн 5 % — 6 % тесе хакланă[7][8]. XX ĕмĕр тăршшипех христиансен пайĕ пĕрмаях сахалланса пынă — ĕмĕр пуçламăшĕнче 16 %, 2000 çулта — 7,8 %[9]. Католиксен йышне 2010 çулта 430 пин çын тесе хакланă[10]. Вĕсенчен чылайрахăшĕ — тухăç католицин пиллĕк чиркĕвĕнчисем (мелькитсем, сиро-католиксем, маронитсем, эрмен-католиксем тата халдо-католиксем). Православсен шутне Антиохи православи чиркĕвĕ (260 пин çын, 2010 çул кĕрет[11]).

Çĕршывра авалхи тухăç чиркĕвĕсене çӳрекенсем — Сирири православи чиркĕвĕ (195 пин[11]), Эрмен апостол чиркĕвĕ (150 пин[11]) тата Тухăçри Ассири чиркĕвĕ (70 пин[11]) — çӳрекенсем те сахал мар. Протестантсен çурри тенĕ пекех (40 пин[10]) реформатсем шутланаççĕ, ыттисем — англикан, перфекционизм, баптизм тата пятидесятнических общинисен ĕненекенĕсем.

2011 çулта Сирири езидсен ушкăнĕнче 80 пин çын пулнă[5]. Кунчен асăннисемсĕр пуçне, çĕршывра бахайсемпе сăртăшсем та пур.

Чĕлхисем

Патшалăх, çаплах чи саралнă чĕлхи — араб.

Remove ads

Культура

Тĕп статья: Сирири культура

Пĕлӳ илни

МИХ

Спорт

Тĕп статья: Сирири спорт

Литература

Remove ads

Асӑрхавсем

Каҫӑсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads