Жилина
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Жи́лина (словак. Žilina, венг. Zsolna, ним. Sillein, пол. Żylina) — Словакин çурçĕр-анăçĕнчи хула, Жилина енĕн административлă тĕпĕ.

Тавралăхĕ
Ваг, Кисуца тата Райчьянка шывĕсем пĕрлешнĕ тĕлте вырнаçнă. Халăх йышĕ — 86 пине яхăн çын.
Хулан кун=-çулĕ

Çак çĕре çинче V ĕмĕрте славянсем пурăнни паллă. Пĕрремĕш Жилина территоринчи славян хулашĕ IX ĕмĕрте никĕсленнĕ. Хулана пĕрремĕш 1297 çулта асăннă, 1327 — хула тивĕçне кĕнĕ. XIII ĕмĕрĕн вĕçĕнче Жилина мăн çулăмра пĕтет, хулана нимĕç колонисчĕсем çитеççĕ, çĕнĕрен туса лартаççĕ. XV ĕмĕрте хула мăнаçа тухать. XVI-XVII ĕмĕрсенче Жилина Венгрин çĕнетĕвĕн тĕпĕ пулнă, 1686 çулта хулан рекатолизаци тапхарĕ пуçланать. XVIII ĕмĕрте хула çине вут-кăвар, сир-чĕр тапăнать, хула хытă аманать. XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче хула каллех аталана пуçланать, чылай завод-фабрика хута кĕртеççĕ.
Паян Жилина Словакин калăпăшĕпе пиллĕкĕмĕш хули, университет пур (1953 çултанпа). хулан авалхи варрине XX ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче юсанă.
Remove ads
Паллă вырăнĕсем
- Будатин карманĕ
- Мари лапамĕн ансамблĕ
- Нумай костёл тата кермен
Çавăн пекех пăхăр
- Долны Гричов
Каçăсем
- Официаллă сайт
- Жилина сайчĕ 2007 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
- 3D хула картти 2006 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ. (словакла)
- Будатин карманĕ 2016 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
- Photo gallery of Žilina
![]() |
Жилина Викиампарта? |
---|
Remove ads
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads