Иванов-Паймен Влас Захарович

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Иванов-Паймен Влас Захарович, (1907, нарăс, 22, Ăренпур облаçĕ, Грачевка районĕ, Çирĕклĕ Тук ялĕ1973, раштав, 17, Куйбышев (халӗ Самар) хули) — чăваш прозăçи, сăвăçи, тăлмач, журналист, редактор.

Краткие факты Çуралнă чухнехи ят:, Суя ятсем: ...

К.В. Иванов ячĕллĕ чăваш патшалăх парне лауреачĕ (1972). СССР ÇП пайташĕ ( 1934-па).

Чăваш литературин классикĕ.

Remove ads

Пурнăçĕ

1907 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче Ăренпур облаçĕн Грачевка районĕнчи Çирĕклĕ Тук ятлă чăваш ялĕнче çуралнă.

Граждан тата Совет-поляк вăрçисене хутшăннă. 1918 çулта пуçламăш шкултан вĕренсе тухсанах хăйĕн ирĕкĕпех Хĕрлĕ Çара хĕсмете тăнă. Вăрçă-политика шкулĕнче ăс пухсан взводăн политрукĕ пулса тăнă, Совет-поляк вăрçинче вăрçнă.

Вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Самар пединститутĕнче тата аспирантурăра ăс пухнă. Самар шкулĕсенче тата техникумĕсенче ачасене вĕрентнĕ. Самарта «Колхозник» хаçат редакторĕ, унти çыравçăсен пĕрлешĕвĕн ертӳçи, «Волжская новь» тата «Вăтам Атăл» журналсен редакторĕ пулнă.

1973 çулхи раштавăн 17-мĕшĕнче Куйбышев (халӗ Самар) хулинче вилнĕ.

Remove ads

Ӗçĕсем

Сăвăсем, калавсем, повеçсем çырнă. «Кĕпер» — икĕ томлă роман — унăн тĕп ĕçĕ.

Вырăс чĕлхи çине К. В. Ивановăн «Нарспи» поэмине, тата ытти чăваш сăвăçисен ĕçĕсене куçарнă.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Колхоз çулĕпе» (1930);
  • «Çĕнтерекен вăй» (1937);
  • «Виçĕ паттăр» (1961);
  • «Кĕпер» (1964, 1966);
  • тата ыттисем.

Чыславсем

К.В. Иванов ячĕпе хисепленекен чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ (1972);

«Хисеп Палли» орден (1967).

Вуламалли

  1. Семенова, О. Самарсем ăна хисеплеççĕ / О. Семенова // Хыпар. – 2001. – 18 раштав. – С. 4.
  2. Симаков, В. Синкерлĕ шăпа пуçламăшĕ / В. Симаков // Хыпар. – 2006. – 20 ака. – С. 3. – (Чăваш тĕнчи ; № 4).
  3. Юман, А. В. Иванов-Паймен çырăвĕсем / А. Юман // Хыпар. – 2002. – 14 чӳк. – С. 4.
  4. Иванов-Паймен Влас Захарович // В трагические годы : репрессированные чувашские писатели, журналисты и ученые = Синкерлӗ ҫулсенче : репрессие лекнӗ чӑваш писателӗсем, журналисчӗсем тата ӑсчахӗсем. – Чебоксары, 2013. – С. 61-77.
  5. Иванов-Паймен Влас Захарович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 167.
  6. Метин, П. Н. Иванов-Паймен Влас Захарович / П. Н. Метин // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2008. – Т. 2 : Ж-Л. – С. 101.
  7. Станьял, В. П. Влас Захарович Иванов-Паймен: 1907-1973. На гребне суровой эпохи / В. П. Станьял // Писатели. – Чебоксары, 2008. – С. 142-148. – (Б-ка Президента Чуваш. Респ. ; т. 6).
Remove ads

Каҫӑсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads