Иванов Константин Васильевич

From Wikipedia, the free encyclopedia

Иванов Константин Васильевич
Remove ads

Константин Васильевич Иванов (15.5.1890 — 26.3(13.3).1915, Слакпуç ялĕ, Ĕпхӳ кĕпĕрни, Раççей империйĕ) — чăваш сăвăçĕ, чăваш литературин классикĕ.

Краткие факты Çуралнă вырăн:, Вилнĕ вăхăт: ...
Иванов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Чăваш Республикин Элтеперĕ Михаил Игнатьев 2015 çул Константин Иванов çулталăкĕ пулассине палăртнă[1]

Remove ads

Пурнăçĕ

Thumb
К. Иванов пурăннă çурт. Хальхи вăхăтра — музей

1890 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Слакпуç (Ĕпхӳ кĕпĕрни) ялĕнче çуралнă.

1903—1907 çулсенче Константин Иванов Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Патшана хирĕç митингсене хутшăннăшăн ăна шкултан кăларса янă, çавăн пирки вăл 1907 çулта каялла Слакпуçа таврăннă. 1909 çулта вăл вара экзамена экстерн енĕпе тытнă, халăх вĕрентӳçĕ ятне илнĕ.

Литературăпа Константин Иванов 1907 çулта кăсăкланма пуçланă. Малтан вăл вырăс классикĕсен ĕçĕсене чăвашла куçарнă.

1915 çулхи пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче тăван ялĕнчех Константин Васильевич куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнă.

Remove ads

Пултарулăх ĕçĕсем

1908 çулта Чĕмпĕрте «Нарспи» поэмăна пичетленĕ. Яковлев И.Я. псалтыре куçарнă ĕçе явăçтанă [2].

Ытти сăввисем:

  • «Хальхи самана»
  • «Шуйттан чури»
  • «Тăлăх арăм»
  • «Чăваш халапĕсем»

Сăвăсемсĕр пуçне Константин Васильевич портретсем ӳкернĕ, скульптурăсем тунă. Юлташĕсем ăна чăваш "Леонардо да Винчи" тесе каланă.

«Нарспи» поэмăна ытти чĕлхесене куçарни

Remove ads

Асăнмалăх

  • Чăваш академи драма театрне сăвăç ячĕпе чысланă
  • Халĕ Слакпуç ялĕнче сăвăçăн астăвăм (мемориал) музейĕ пур [3]. Кунта кĕрсе çӳрекенсем чаплă чăваш пурнăçĕн кун-çулĕпе, пултаруллăх ĕçĕсемпе паллашаççĕ.
  • К. В. Иванов çурални 100-çул çитнĕ ятпа ЮНЕСКО хăйĕн XXV сессинче 1990 çула Константин Васильевич Иванов çулĕ тесе палăртнă.
  • Иванов К.В. çуралнин 100 çулне асăнса 1 тенкĕлĕх каçалăк укçине çапса кăларнă [4].

Асăрхавсем

Вуламалли

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads