Слакпуç

From Wikipedia, the free encyclopedia

Слакпуçmap
Remove ads

Слакпуç, (пушк. Ыҫлаҡбаш, выр. Слакбаш, тут. Слакбаш) — Пушкăрт Республикинчи Пелепей районĕн чăваш ялĕ. Чăваш литературин классикĕн, Константин Васильевич Ивановăн (1890-1915), тăван çĕршывĕ, çуралса ӳснĕ вырăнĕ. Унăн вилтăприйĕ те кунтах.

Краткие факты
Remove ads

Тавралăхĕ, халăх йышĕ, ял тытăмĕ

Thumb
Слакпуç ял тăрăхĕ Пелепей районĕн картти çинче

Слакпуç вăл — Слакпуç ял канашĕн тĕп ялĕ. Район центрне — Пелепее — çитме 25 çм, Глуховская ч/ç чарăнăвне çитме 3 çм[1] 2009 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне ялта 580 çын пурăннă[2]. Чылайрахăш этнос тĕлĕшпе — чăвашсем (91 %).

Халăх йышĕн динамики:

Пĕрлехи демографи кăтартăвĕсем[2]
Мĕнпур халăхХалăх йыш улшăнăвĕ: 2002—2009
20022009çын%
550580+30+5,45

Ял йышĕ 2002-2009-мĕш çулсенче ÿснĕ пек курăнать. Анчах та 2010-мĕш çулхи çырсатуху тĕлне — каллех чаку: 551 çын [3].

Ĕлеххи тĕлĕшпе демографилле кăтартусем çакăн пек[4]: 1795-мĕш çулта – 214 арçын, 220 хĕрарăм; 1811 – 67 кил, 314 арçын; 1816 – 300 арçын, 327 хĕрарăм; 1834 – 112 кил, 420 арçын, 439 хĕрарăм; 1870 – 178 кил, 476 арçын, 530 хĕрарăм; 1896 – 238 кил, 714 арçын, 692 хĕрарăм; 1906 – 265 кил, 804 арçын, 806 хĕрарăм; 1920 – 349 кил, 944 арçын, 1045 хĕрарăм; 1939 – 1498 çын; 1969 – 866; 1989 – 502; 2002 – 550 çын.

Remove ads

Ялăн кунçулĕ

Электронла чăваш энциклопеди Слакпуç еплерех пуçланса кайни тĕлĕшпе яри уçăмлăх çуккине палăртать[4]. Халăх халапĕсем тăрăх, яла XVIII ĕмĕрте Пелепей хулин вырăнĕнче пурăннă чăвашсем пуçланă имĕш. Малтан "Çилпи" текен вырăнта, кайран Слак çырми патĕнче тăплненнĕ теççĕ. Тепĕр легенда тăрăх 1618-мĕш çултах хальхи Чăваш республикинчи Кавал тата Тупах ялĕсенчен (иккĕшĕ те Вăрмар районĕ) килсе вырнаçни пирки калаççĕ. Çав вăхăтрах Пелепей уесĕнчи Ярмулай çыннисем никесленĕ текен хыпар та пур.

Remove ads

Çутĕç, культура, тĕн

1892-мĕш çулта Михайло-Архангел чиркĕвне сăвапланă, ун çумĕнче пĕр класлă миссионерла шкул уçăлнă[4]. 1898-мĕш çулта çавăн пек шкул хĕрачасем валли те туса хунă. 1917-мĕш çулччен Слакпуçĕнче чăваш кĕнекисен управĕ (склачĕ) пулнă.

Хальхи вăхăтра ача сачĕ, вăтам шкул, культура çурчĕ, кĕнекесар, музейсем (К.В.Ивановăн — 1940-мĕш çултанпа, Я.Г.Ухсайăн — 2006-мĕш çултанпа) пур.

Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем

Вуламалли

Remove ads

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads