Хайпăç районĕ

From Wikipedia, the free encyclopedia

Хайпăç районĕmap
Remove ads

Хайпăç муниципаллă районĕ(тут. Кайбыч муниципаль районы, Qaybıç munitsipal' rayonı) Тутарстан Республикин анăç енче вырнаçнă муниципаллă район.

Краткие факты Патшалăх, Статус ...

Район центрĕ — Мăн Хайпăç чиркӳ ялĕ.

Remove ads

Тавралăхĕ

Район Чăваш Республикипе, Апас, Тури Услон тата Ешĕл Айлăм муниципаллă районсемпе чикĕ тытать. Район территоринче Кĕтне, Сĕвепе Берля шывсем юхаççĕ. Районăн тухăç енче — СĕвеЧĕмпĕр чукун çул (Куланга чарăну) пырать.

Района 1991 çулта, Апас районĕнчен уйăрса йĕркеленĕ.

Район территорин лаптăкĕ — 995,4 км².

Кун-çулĕ

1920 çулчен район çĕрĕсем Сĕве тата Теччĕ уесĕсене кĕнĕ пулнă, 1920-1927 çулсенче Сĕве кантонне кĕртнĕ. 1927 çулхи нарăсăн 14-мĕшĕнче Ульяново районне (центрĕ — Ульянково ч. ялĕ) кĕртнĕ, 1927 çулхи çурлан 1-мĕшĕнче район тĕпне Пысăк Кайпаçине куçарнă та район ячĕ Кайпаçи районĕ пулса танă. 1956 çулхи çăвăн 17-мĕшĕнче Подберезинский района пĕтернипе унăн территорине Кайпăç районĕ çумне хушнă. 1963 çулхи кăрлачăн 4-мĕшĕнче Кайпăç районне пăрахăçланă, унăн çĕрĕсене Пăва районне панă. 1991 çулхи акан 19-мĕшĕнче Кайпăç районне каллех туса хунă[3].

Remove ads

Пурăнан халăх

Районта 17 ял тăрăхĕ, 56 пурăнан вырăн. Халăх йышĕ — 14 866 çын (2010).

Наци йышĕ: тутарсем 67,7% , вырăссем 26,2% , чăвашсем 5,3%.

Экономика

Районти промăçлăх:

  • GQ «Хайпăç вăрхуçĕ»;
  • УАО «Хайпăç пулхуçĕ»;
  • УАО «Хайпăçагрохимсервис»;
  • Хайпăç райповĕ;
  • Куланга сĕт-çу савучĕ (УАО «Вамин Татарстан» филиалĕ);
  • УАО «Куланга çăкăр предприятие».


Пысăк ял хуçалăх йĕркелĕвĕсем:

  • Агрофирма «Ылтăн пучах»,
  • Агрофирма «Кубня»;
  • ООО «Золотая нива».

Районра «Кайбыч Таңнары» хаçат тутарла тата вырăсла («Кайбицкие зори») тухать.

Транспорт

Районăн тухăç пайĕнче «СĕвеЧĕмпĕр» чукун çулпа (Куланга чарăну) Р-241 автоçул пур.

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads