Камбоджа
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Камбо́джа (кхмер. កម្ពុជា кампутьеа), официаллă — Камбоджа короллĕхĕ (кхмер. ព្រះរាជាណាចក្រកម្ពុជា прэах реатьеанатякр кампутьеа; çаплах Комбоджа Иккĕмĕш Короллĕхĕ; 1975—1989 çулсенче çĕршыва Кампучия тенĕ) — Индокитай çурутравĕн кăнтăрĕнче вырнаçнă Кăнтăр-Тухăç Азири патшалăх. Тухăç енче Вьетнампа, çурçĕр енче — Лаоспа нçурçĕр-анăç енче — Таиландпа чикĕ тытать. Тĕп хула — Пномпень. Шĕкĕр хуласем — Сиемреап, Баттамбанг. Лаптăкĕ — 181 пин км².
Пурăнан халăх — 16 миллион ытла çын (16 926 984 — 2020 çулхи хыпарпа[1]); вĕсенчен 97 % — кхмерсем.
Remove ads
Тавралăхĕ
Камбоджа Индокитай çурутравĕнче вырнаçнă. Унăн тухăç енче — Вьетнам, çурçĕрте Лаос, çурçĕр-анăçра - Таиланд çĕршывĕсем юнашар вырнаçнă.
Халăхĕ, йышĕ
Çĕршывра 13 миллион ытла çын пурăнать. Камбоджа çыннисем будда тĕнне ĕненеççĕ. Чылай шутлă этноушкăнĕ кхмерсем пулаççĕ.
Истори
Камбоджа патшалăхĕ 612 çулта пуçланса кайнă. Вăл чылай территорие йышăннă, хальхи Камбоджа патшалăхĕнчен пысăкрах пулнă. 1880 çулта Франци протекторачĕ шутне кĕнĕ. 1942—1945 çулсенче çĕршыва Япони оккупаци çарĕсем хупăрласа тăнă. 1954 çулта пăхăнманлăх çĕнтерсе илнĕ. 1970 çулта çĕршывра çар переворочĕ пулса иртнĕ, вара генерал Лон Нол влаçа хăй аллине илнĕ те камбоджа коммунисчĕсене — Хĕрлĕ Кхмерсене — хирĕç вăрçă пуçланă. Çав çултах Лон Нола пулăшма АПШ-па Кăнтăр Вьетнам çарĕсем Камбоджана тапăнса кĕнĕ. 100000 яхăн мирлĕ çынсене вĕлернĕ, вара Хĕрлĕ Кхмерсен юхăмне 12-15 çулхи тăлăх ачасем хутшăннă, весем хула çыннисене америкăпа пĕр майлă тесе питĕ курайман.
1975 çулта граждан вăрçи вĕçленсен Хĕрлĕ Кхмерсем Пол Пот ертсе пынипе çĕршывра влаçа ярса илнĕ. Çĕршывра халăха хирĕç геноцид тапратса янă (хула çыннисене, интеллигенцине, буддистсене, вак нацисене, урăхла каласан, «ытлашшисене» хирĕç) — по 1 - 3 млн. çына çапла пĕтернĕ. Çав вăхăтра çĕршыв «Демократиллĕ Кампучи» ятлă пулнă. 1978 çулта çĕршыв хуçалăхĕ пĕтĕмпех сӳнсе пынă, Пол Пот Вьетнама хирĕç вăрçма тытăннă. Анчах та вьетнамсен енне тӳрех Хĕрлĕ Кхмерсем пысăк ушкăнĕсемпе куçма пуçланă. 1979 çулта вьетнам çарĕсем Хĕрлĕ Кхмерсен режимне çĕнтернĕ. Вьетнам çарĕсем Камбоджăран 1989 çулта тухнă, анчах та çакăн хыççăн та граждан вăрçи тепĕртак тăсăлнă.
2004 çулхи чӳк, 7 куненче Нородом Сианук патша астулран тухнă, 2004 çулхи чӳк, 14 çĕнĕ патша — Нородом Сиамони астула ларнă. Çапах та çĕршывра влаçа Хун Сен премьер-министр тытса тăрать, Таиланд çумĕнчи анăç çĕресене Пол Потăн çумĕ — Иенг Сари пăхăнтарса тăрать, вăл Хун Сенпа вăхăтлăха вăрçă чарас хут çырнă.
Хуçалăх
Çулçӳревлĕх
Граждан вăрçи вĕçленсен Камбоджăна ют çĕршыв çулçӳревçĕсем киле пуçланă. Çĕршывăн тĕп курмалли Сием-Рип хули патĕнчи Ангкор-Ват храмĕ пулать. Çавăн пекех, Сиануквиль хули çумĕнче «пляж» канăвĕсем пур.
Камбоджăра туристсене лăпкăллă тараватлă тĕп халăхĕ – кхмеросем кĕтсе илеççĕ, япаласем кунта йӳнĕ, климачĕ, экзотикăллă кухня. Хăшĕсем Камбоджăна тĕнчери секс-туризмăн пĕр тĕпĕ теççĕ. Туризм инфраструктури, кӳршĕ Таиландри пекех ытлах аталанайман, çапах та канма юрăхлă, уйрăмах Пном-Пеньре, Сием-Рипере тата Сиануквильте. Çĕрсенче вăрçă минисем чылай юлнă, çавăнпа туризм маршручĕсенчен тата пурăну вырăнĕсенчен аяккалла утса çӳреме юрамасть. Криминал, тĕрлĕ инфекци чирĕсем, наркăмăш çĕленĕсем нумаях мар.
Remove ads
Çав. пекех
Камбоджа — çурçĕр Афганистанри, çурçĕр Пакистанри тата Таджикистанри авалхи патшалăх, пĕръятлă йăхсен пĕрлĕхĕ.
Литература
- Альбанезе Марилия. Ангкор. Величие кхмерской цивилизации / Пер. У. В. Сапциной. — М.: ООО «АСТ», Астрель, 2003. — 296 с.: ил. — ISBN 5-17-020640-2
- Бектимирова Н. Кризис и падение монархического режима в Камбодже. — М.: Наука, Главная редакция восточной литературы, 1987. — 240 с.
- Верин В. П., Верина Н. А. Камбоджа. — М.: Географгиз, 1960. — 72 с. — Серия «У карты мира».
- Виноградов Б. П. Башни Ангкора. — М.: Известия, 1985. — 176 с.: ил.
- Гозе А. Вьетнам и Ангкор-Ват. Иллюстрированный путеводитель / Пер. И. В. Павловой. — М.: ООО «АСТ», Астрель, 2009. — 312 с.: ил. — Серия «Дорлинг Киндерсли. Путеводители».
- Дажен Брюно. Кхмеры / Пер. с франц. В. Е. Степанова. — М.: Вече, 2009. — 432 с.: ил. — Серия «Гиды цивилизаций». — ISBN 978-5-9533-2738-1
- Дажен Брюно. Ангкор. Лес из камня / Пер. Е. Батыревой. — М.: АСТ, Астрель, 2003. — 192 с.: ил. — Серия «Города-музеи. Открытие». — ISBN 5-17-017626-0
- История Кампучии. Краткий очерк. — М.: Наука, Главная редакция восточной литературы, 1981.
- Кампучия: от трагедии к возрождению. М.: Политиздат, 1979. — 255 с.
- Камбоджа // Правовые системы стран мира. Энциклопедический справочник / Под ред. А. Я. Сухарева. — М.: НОРМА, 2003. — С. 346—350.
- Литвинов И. П. Кампучия — страна кхмеров. — М.: Мысль, 1976. — 144 с.: ил.
- Маршаль А. Ангкор: Худож. памятники Камбоджи / Предисл. чл.-кор. Акад. художеств СССР Б. В. Веймарна. — М.: Искусство, 1963. — 195 с.: ил.
- Шаблон:Нп4 Кхмеры (история Камбоджи с древнейших времен) / Пер. с франц. Е. П. Дементьевой. — М.: Наука, Главная редакция восточной литературы, 1973. — 352 с.
- Перевощиков К. В стране пробуждённых тропиков. — М.: Детская литература, 1963. — 96 с.: ил.
- Рыбакова, Н. И. Храмовый комплекс Ангкор-Ват в Камбодже // Сокровища искусств стран Азии и Африки. — 1976. — Вып. 2.
- Риддл, Т. Камбоджа и год ЮНТАК. — СПб.: Издательство «Левша», 2018.
- Седов Л. А. Ангкорская империя. Социально-экономический и государственный строй Камбоджи в IX—XIV вв. / Под ред. К. М. Ашрафян. — М.: Наука, Главная редакция восточной литературы, 1967. — 260 с.: ил.
- Шубин В. В. Кампучия: суд народа. — М.: Юридическая литература, 1980. — 176 с.
- Chandler D. The tragedy of Cambodian History. New Haven, 1991.
- Kiernan B. The Pol Pot Regime. New Haven, 1996.
Remove ads
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads