Геноцид
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Геноци́д (грек γένος — ăрат, йăх тата лат. caedo — вĕлеретĕп) — епле те пулин наци, этнос, раса е тĕн ушкăнне пĕтĕмпех е пайне пĕтерес шухăшпа тăвакан ĕç-пуçсем:
- çак ушкăнăн пайташĕсене вĕлерни;
- вĕсен сывлăхне йывăр сиен кӳни;
- çак ушкăнра ача çуратаслăха пĕтерес ĕçсене йĕркелени;
- ачасене туртса илни;
- çак ушкăна пĕтĕмпех е пайне пĕтерес тĕллевпе ятарласа пурнăçри кирлĕ майсене туса хуни.
1948 çултанпа геноцида ПНО тĕнчери киревсĕр ĕç тесе шутлать.
Этемлĕх кун-çулĕнче геноцид тĕслĕхне чылай, авалхи вăхăтран хальхи кунсене çити, тупма пулать. Уйрăмах çак халăха пĕтерекен вăрçăсемпе тустару-çарату харçисенче, шалти этнос тата тĕн тĕкĕшĕвĕсенче, европа патшалăхĕсен колони империсене тунă чухне питĕ вичкĕн курăнать.
Remove ads
Терминăн кун-çулĕ
«Геноцид» термина пĕрремĕш калаçăва 1943 çулта поляк юрисчĕ еврейрен пулса тухнă Лемкин Рафаэль кĕртнĕ, тĕнчери право статусне вăл Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вĕçленсен, 1948 çулхи раштав уйăхĕнче этемлĕхе хирĕçле питĕ йывăр киревсĕр ĕç ăнлавĕ («Геноцид киревсĕр ĕçе малтан асăрхаттарас тата уншăн айăплас конвенци») евĕр кĕртнĕ.
Йышăнни тата яваплăх
Геноцида тĕнчери пуçиле ĕç вырăнне хураççĕ. Сăмахран, Раççей Федерацинче этемлĕхĕн лăпкăлăхĕпе хăрушсăрлахне хирĕç киревсĕр ĕç тесе геноцидшăн пуçилли яваплăхĕ лекет (ст. 357 Уголовного кодекса).
Çапах та, геноцид фактне тĕнче шайĕнче йышăнни йывăр шутланать. Геноцид актне тунă тесе айăпланă чухне, влаç ăна хăй çине илмест, тăтăшах малтан влаçра пулнисен геноцид актне влаçа илсе юлакансем йышăнаççĕ. Геноцида уйрăм виççĕмĕш патшалăхсем кăна йышăнаççĕ.
Remove ads
Тĕслĕхсем
XX ĕмĕрти паллă геноцидсем (хронологилле):
- 1895—1923 çулсенче Осман империнче эрменсене пĕтерни тата депортацилени (Эрменсен геноцичĕ).
- Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнче наци Германийĕ еврейсене (Холокост), чикансене (Чикансен геноцичĕ) тата славянсене (Совет вăрçă тыткăнçисем Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче) пĕтерни.
- Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнче фашистсем майлă хорватсен Павелич режимĕ сербсене пĕтерни (Усташсем).
- Пол Потпа Иенг Сари режимĕ 1975—1979 çулсенче Камбоджăра виççĕ мильона таран камбоджисене пĕтерни (Хĕрлĕ кхмерсем).
- Ирак çарĕсем патшалăхăн çурçĕр енче пурăнан курд халăхне пĕтерни — сăмахран, 1987—1989 çç. Анфаль операцинче.
- 1994 çулти Руандăри геноцид — Руандăра хутусем 800 пин тутсисене пĕтернĕ.
Çав. пекех
- Этноцид
- Вăрçăри пуçиле ĕçĕ
- Индейсен геноцичĕ
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads